Archive - 2018 - Тантăш

апреля 26th

26 Ака, 2018

Пурнăç таппи

Етĕрнери 3-мĕш шкулта «Пурнăç таппи» волонтерсен ушкăнĕ 2007 çултанпа ĕçлет. Хастарсемпе Валентина Яковлева социаллă педагог ырми-канми тăрăшать. Ушкăн «Чăваш Ен — чĕлĕме хирĕç» фондăн пурлăх центрĕ. Вăл сывă пурнăç йĕркишĕн кар тăрать, сиенлĕ йăласене сивлет.

Çын пулас тесен

апреля 19th

19 Ака, 2018

«Сценăран хăрама пăрахрăм»

Даша Николаева Канаш районĕнчи Шăхасан шкулĕнче 9-мĕш класра ăс пухать. Умра пысăк та çутă тĕллев — экзаменсене ăнăçлă тытса гуманитари енĕпе тарăннăн вĕрентекен гимназие куçасси. Чĕлхе пĕлĕвĕ, литература уншăн çывăхрах. Мĕн пĕчĕкрен кĕнекепе туслă вăл.

19 Ака, 2018

Открытка ăсти

«Раççейри шкул ачисен юхăмĕн открытки» Пĕтĕм Раççей конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Кăçал унта çĕршыври 4 пине яхăн ача хутшăннă. Шупашкарти 2-мĕш лицейра вĕренекен Валерия Погорелова 12-15 çулсенчи ачасен хушшинче «Таса хутран» номинацире çĕнтернĕ.

19 Ака, 2018

Çунатланса вĕренеççĕ...

Шкула каникул вăхăтĕнче кайрăм пулин те пĕлÿ çурчĕ кĕрлесе тăрать. 9-мĕшсемпе 11-мĕшсем çанă тавăрса экзаменсене хатĕрленеççĕ иккен. 

Ачасем чунне уçаççĕ 

Сергей Шмелев çамрăк директор тарават кĕтсе илчĕ. Кĕçĕн классен вĕрентекенĕнче 10 çул ĕçленĕскер пуçлăхра пĕрремĕш çул çеç вăй хурать-ха. 

апреля 12th

12 Ака, 2018

«Ертÿçĕсем ачасен чĕлхине ăнланчĕç»

Конкурс — пысăк та йывăр тĕрĕслев. «Чăваш Ен чиперкки-2018» тупăшăва хутшăннисем çакна аван пĕлеççĕ. Нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче ЮТВ телеканал «Чăваш Ен пики-2018» тата «Чăваш Ен чиперкки-2018» илем конкурсĕ йĕркелерĕ. Республикăри чи хитре хĕрсемпе хĕр ачасем икĕ уйăха яхăн тупăшнă.

Конкурс - пĕрре хут

12 Ака, 2018

Мускава — оратор ăстисен конкурсне

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине, паллах, кашни çамрăк илме ĕмĕтленет. Çакна тивĕçес тесен вĕренÿре тата ĕçре пуçарулăх кăтартмалла, çитĕнÿ тумалла. Хастар, хăюллă пулмалла, пур ĕçре те ĕлкĕрме тăрăшмалла. Елчĕк районĕнчи Елчĕк шкулĕнче кун пек ача чылай.

Pages