Андрей МИХАЙЛОВ

2 Чÿк, 2022

Паян 7 çын Раççей гражданинĕ пулса тăчĕç

Вĕсем пирĕн çĕршыв саккунĕсене, йăлисене пăхăнса пурăнăпăр тесе тупа турĕç. Туркменистанран, Таджикистанран, Иракран, Украинăран, Азербайджанран килнĕскерсем çывăх вăхăтра паспорт илĕç. Раççейĕн çĕнĕ гражданинĕсене ШĔМĕн миграци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен управлени пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Чиняев саламларĕ.

25 Çурла, 2022

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Шупашкар районĕнче ĕçлĕ çулçÿревре пулчĕ

Малтан вăл ăратлă выльăх çитĕнтерекен предприяти ĕçĕхĕлĕпе паллашрĕ. Унта пĕтĕлентермелли вăрлăх хатĕрлеççĕ. Кÿкеçри перчетке çыхакан производствăра пулчĕ. Хыркассинчи питомникре тĕрлĕ чечек, улмуççи, çырла хунавĕсем т.ыт. çитĕнтереççĕ. Евгения Беликовăн хуçалăхĕнчи фермăра та пулчĕ.

Культура çуртĕнче Шупашкар районĕн экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç. Тĕп ыйтупа райадминистраци пуçлăхĕ Николай Хорасев тухса калаçрĕ.

16 Çурла, 2022

Ӱнер шахматпа çывăхланать

Авăн уйăхĕн 10-23-мĕшĕсенче Шупашкар хули шахматла выляссипе Раççей чемпионачĕн суперфиналне йышăнĕ. «Шахмат – музейре» проектпа килĕшÿллĕн ăмăртусем Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче иртĕç. Çавна май музейре юсав ĕçĕсем ирттернĕ.

2 Ака, 2022

Шăпине хоккейпа çыхăнтарнă

Юрий Долгов - хоккеист, РФ спорт мастерĕ. Çĕнĕ Шупашкар ачи "Сокол" спорт клубĕнче пĕрремĕш утăмсене тунă. 16-ра ăна Чулхулари "Торпедо" командине илнĕ. 1996 çулта команда юниорсен Европа чемпионатĕнче çĕнтернĕ. Хоккеистсен Аслă лигин чемпионĕ 2011 çулта спорт карьерине вĕçлесе Чăваш Ене таврăннă, тренер ĕçне пуçăннă.

Паян Юрий Геннадьевич Шупашкарти хоккей аталанăвĕн центрĕнче "Сокол-2007" командăпа ĕçлет. Пултаруллă тренерпа унăн воспитанникĕсем çинчен "Хыпар" хаçатăн çитес номерĕсенче вуласа пĕлме пултаратăр.

Pages