Лариса НИКИТИНА.

16 Утă, 2020

Атăла — çĕнĕ сывлăш

«Экологи» наци проектне кĕрекен «Атăла сыватасси» регионти проектпа килĕшӳллĕн Вăрнарта хуçалăхпа йăла каяшĕсен коллекторĕн тата тасатакан сооруженисен строительстви пырать.

Вăл талăкра 1800 кубла метр мăшкăлтăк шывне тасатмалла. Проект хакĕ — 406,60 млн тенкĕ. Ĕçе «Куçса çӳрекен 8 № механизациленĕ колонна» АО пурнăçлать. Кăçалхи чӳк уйăхĕччен обьекта хута ямалла.

15 Утă, 2020

«Укçапа ача-пăча лапамĕ тăвасшăн»

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пуçарăвĕпе Чă-ваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ ятпа кашни ял-хулана 100-шер пин тенкĕ пама йышăннă. Укçана ял тăрăхĕсене хăтлăх кĕртме, аталантарма ярĕç. Çав шутра стела, палăк лартма, ача-пăча, спорт, вăйă лапамĕ¬сене тума, культура çурчĕсен, физкультурăпа спорт объекчĕсене йĕркене кĕртме, оборудованисем туянма, пичет продукцине хатĕрлеме те. Июнĕн 25 — июлĕн 1-мĕшĕсенче мĕн пур муниципалитетра проектсене сӳтсе явнă. Пурĕ 1873 проект суйласа илнĕ.

10 Утă, 2020

«Пĕри те тепри пăрăнсан ялта кам ĕçлĕ?»

Етĕрне районĕнчи Янăмри Алексей Григорьев медицинăран ял хуçалăхне куçни, çĕр ĕçне тытăнни нумайăшне тĕлĕнтернĕ. Каччă вара куншăн пĕртте ӳкĕнмест. Çу кунĕсенче иртен пуçласа каçчен тракторпа ĕçлеме тивни те хăратмасть ăна, тăван тавралăх, сарăлса выртакан анлă уй-хир вăй-хăват хушать тейĕн.

«Кунта чун-чĕрене ирĕклĕ»

8 Утă, 2020

Медальпе чысланă

Паян — Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕ. Патăрьел районĕнче вăрах вăхăт пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан çемьесене чысланă. «Юратупа шанчăклăх» общество наградине ку тăрăхри виçĕ çемье илме тивĕçнĕ: Леонтипе Анисия Александровсем, Николайпа Зинаида Хураськинсем, Семигулпа Гельшат Басыровсем.

2 Утă, 2020

Нумай ачаллă çемьесене — пулăшу

Сĕнтĕрвăрри районĕнче нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр туянма, тума социаллă тÿлев свидетельствине савăнăçлă лару-тăрура панă.

Пĕтĕмĕшле хисеп 2 646 пин тенкĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Мустаев çамрăк çемьесене ăшшăн саламланă. «Çакă сирĕншĕн кăна мар, кашни çемьешĕн, районшăн пĕлтерĕшлĕ. Районта нумай ачаллă çемьесен йышĕ ÿссех пырать», — палăртнă вăл. Сертификата Филатовсен, Нестеровсен, Волковсен çемйисем тивĕçнĕ.

Pages