Лариса ПЕТРОВА хатĕрленĕ.

13 Утă, 2020

Утă сутассипе — 1-мĕш вырăнта

Ытти çĕршыва утă сутассипе Чăваш Ен Раççейре 1-мĕш вырăна тухнă. Çакна Агроаналитика центрĕн Чăваш Республикинчи филиалĕнчи кăтартусем çирĕплетеççĕ. Чăваш Ен аграрийĕсем 2020 çулăн 1-мĕш çурринче 158,3 пин долларлăх 440 тонна утă экспортланă.

Люцернăн, викăн, люпинăн, клеверăн вĕтетнĕ курăкне тата вăррисене Бельгие, Германие, Польшăна тата Словение ăсатаççĕ.

6 Утă, 2020

Вырăс чĕлхипе экзамен — икĕ кун

Кăçал патшалăх экзаменĕсене аслă шкула вĕренме кĕрес текенсем çеç тытаççĕ. Çакна тĕнчере сарăлнă коронавирус инфекцийĕ кăларса тăратакан хăрушлăхпа çыхăнтарнă.

Вырăс чĕлхипе экзамен тытакансен йышĕ яланах пысăк. Çавна шута илсе кăçал ку тĕрĕслеве икĕ кун ирттерме йышăннă. Аса илтеретпĕр, аудиторире 9 çыннăн çеç пулма юрать.

Утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Енре 4100 çын экзамен тытнă, 7-мĕшĕнче вара — 1460. Патшалăх тĕрĕслевне ирттерме республикăра 36 пункт ĕçлет.

6 Утă, 2020

Аслă хоккей лигин кĕмĕл призерĕ

Раççей хоккей федерацийĕ тата Аслă хоккей лиги йышăннă тăрăх, "Шупашкар" хоккей команди Аслă хоккей лигин первенствин кĕмĕл призерĕ пулса тăнă.

Федераци Кубокĕн çĕнтерӳçисене суйланă чухне чемпионатсен тата плей-оффсен результачĕсене, статистика даннăйĕсене шута илнĕ. "Челны" ХК /Çыр Чалли/ 57 очкопа çĕнтернĕ, "Шупашкар" ХК /тренерĕ — Александр Протапович/ вара 50 очкопа 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ.

6 Утă, 2020

Писатель çемйисемпе паллаштарĕç

Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалласа Чăваш наци библиотеки "Чăваш Енри çыравçă çемйисем" акци пуçарнă. Тăван литературăра йĕр хăварнă, паянхи кун та тăрăшса ĕçлекен çавнашкал çемье нумай: Яков тата Мария Ухсайсем, Леонид Агаковпа Александра Лазарева, Иоаким Максимов-Кошкинскипе Тани Юн. Паянхи кун Юхма Мишшипе Роза Шевлепи, Валерипе Ольга Туркайсем, Олегпа Римма Прокопьевсем тата ыттисем тăрăшса ĕçлеççĕ.

Pages