Чăваш Енре «Театрлӑ Атӑлҫи» фестивальпе килĕшÿллĕн пултарулăх тĕлпулăвĕсем иртеççĕ. Сцена ăстисем ача-пăча тата çамрăксен театр ушкăнĕсемпе чĕрĕ калаçусем ирттереççĕ, ĕçсене хакласа сĕнÿ-канаш параççĕ, ыйтусене хуравлаççĕ.
Чăваш Енре «Çамрăк профессионалсем» чемпионатăн регионти тапхăрне хатĕрленеççĕ. Ĕç профессийĕсене алла илекен студентсен тупăшăвĕ нарăсăн 15-мĕшĕнче пуçланĕ.
Паян И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Раççей ăслăлăхĕн кунне халалланă мероприятисем старт илчĕç. Аслă шкулта «Чăваш Республикин чи лайăх çамрăк ăсчахĕ» тата «Çулталăк аспиранчĕ» конкурссене пĕтĕмлетрĕç, çĕнтерÿçĕсене чысларĕç.
Чăваш Республикинчи аслă шкул студенчĕсем 4 кун йĕрке хуралĕнче тимленĕ. 18 хĕрпе каччă патрульпе пост службин сотрудникĕсемпе, ÇÇХПИ ĕçченĕсемпе пĕрле дежурствăна тухнă, йĕркене пăснă тĕслĕхсене шута илнĕ.