Ольга КАЛИТОВА.

5 Кăрлач, 2021

Тÿрĕ эфирта кăтартĕç

Православи тĕнне ĕненекенсемшĕн Иисус Христос Çуралнă кунĕ чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри. Кăçал ăна Роспотребнадзор сĕнĕвĕсене шута илсе паллă тăвĕç.

Шупашкар-Чăваш Ен митрополичĕ Савватий раштав службине тĕп хуламăрти Введени соборĕнче ирттерĕ. Чăваш наци телекуравĕнче, «Контактра» соцсетьри «Православиллĕ Чăваш Ен» ушкăнра тÿрĕ эфирсем пулĕç.

Трансляци кăрлачăн 6-мĕшĕнче 22 сехетре пуçланĕ те кăрлачăн 7-мĕшĕнче ирхи 2 сехетре вĕçленĕ.

5 Кăрлач, 2021

Парне илме — троллейбуса

Кăрлачăн 6-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар урамĕсене асамлă троллейбус тухĕ.

54-мĕш маршрутпа çÿрекенскерте Хĕл Мучипе Юр пикене курма, вĕсене сăвăпа савăнтарма май пулĕ. Чи маттуррисене парнепе хавхалантарĕç.

Ятарлă троллейбусра билет туянмалла мар — вăл тÿлевсĕр турттарĕ. Асăнмалла, çакнашкал акци раштавăн 27-мĕшĕнче иртнĕ. Хула çыннисем пуçарăва ырласа йышăннă, ăна татах та ирттерме ыйтнă. Хула администрацийĕ сĕнĕве шута илнĕ. Харпăр хÿтĕлев хатĕрĕсем пирки ан манăр çеç — троллейбуса кĕртмĕç.

27 Çурла, 2020

Çамрăк лидерсем парăнма хăнăхман

Паян «Çамрăк лидерсен команди» конкурса пĕтĕмлетрĕç. Аса илетерер: ăна ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пуçарăвĕпе ирттерчĕç. Ăна çамрăксене социаллă пурнăç, экономика, обществăпа политика тытăмĕсенче ертÿçĕ должноçĕнче ĕçлеме илĕртес тĕллевпе йĕркеленĕ.

24 Утă, 2020

Килте музей йĕркеленĕ

Аваллăхсăр пуласлăх çук. Вăрнар районĕнчи Хапăсра пурăнакан Альбина Иванова килтех музей йĕркеленĕ.

— Аслă ăрарури тăванăмсем усă курнă ĕç хатĕрĕсене кăларса ывăтмашкăн алă çĕкленмест. Вĕсем халăх культурин пайĕ, — палăртать Альбина Александровна.

Килти музейра — çăпата, йывăç алтăр, лаша пĕкки, ухват, урапасем… Шел, çамрăк ăру çак хатĕрсемпе мĕнле усă курмаллине пĕлмест. Альбина Иванова вĕсене пĕтĕмпех, кăтартĕ, ăнлантарĕ. Чăваш кун-çулне сăнлакан япаласем аваллăхпа паянхи куна çыхăнтараççĕ.

17 Утă, 2020

61-ри студент дипломлă пулнă

«Ĕмĕр пурăн — ĕмĕр вĕрен», — теççĕ. Петр Корняков çак ваттисен сăмахне ăша хывнă та И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне çул тытнă. Вăл истори, управленипе право факультечĕн студенчĕ пулса тăнă. Çак кунсенче Петр Васильевич аслă шкул дипломне илнĕ.

Петр Корняков 61-ре. 5 çул каялла йăх кун-çулне тĕпченĕскер ăслăлăхпа кăсăкланнă. Çапла вăл историпе педагогика пĕлĕвĕ илме шут тытнă. Петр Васильевич ППЭ тытнă, университета тÿлевсĕр вĕренме кĕнĕ.

Pages