ЧППУ

5 Раштав, 2019

Тĕп тĕллев - çамрăк специалистсене яла илĕртесси

«Эпĕ педуниверситета Ямал-ненец автономи округĕнчен вĕренме килнĕ. Диплом илсен Шупашкарта ĕçлеме юлтăм. Мана кунта питĕ килĕшет. Халĕ 45-мĕш шкулта истори предметне вĕрентетĕп. Шкулта тÿлевлĕ кружоксем йĕркеленипе аванах ĕçлесе илме пулать. Анчах ăна мĕнле тумаллине нумай преподаватель пĕлмест. Аслă шкулта 4-5-мĕш курссенче вĕреннĕ чухнех студентсене çак вăрттăнлăхсене уçмала.

20 Чÿк, 2019

Çеçпĕл Мишшине халалланă литературăпа музыка каçĕ иртрĕ

Чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕн факультетĕнче Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă «Халăхăмăр мухтавĕ. Вилĕмсĕр йыхравçă» литературăпа музыка каçĕ иртрĕ.

16 Çу, 2019

14 салтак шăмми-шаккине тупнă

Çулсеренех Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Пĕтĕм Раççейре «Астăвăм вахти» иртет. Çĕршыври шырав отрячĕсем экспедицие тухаççĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче пуç хунă салтаксен шăмми-шаккине шыраççĕ, вĕсен ятне-шывне палăртма тăрăшаççĕ.

25 Ака, 2019

«Паян çыртăмăр диктант»

«Тинех çитрĕ çак самант, паян çырăпăр диктант. Тĕрĕслер-ха хамăра, пĕрлĕхре — вăй. Утăрья», — «Пĕтĕм чăваш диктантне» халалласа çапла çырнă Алена Иванова.

17 Ака, 2019

Кăçалхи Пӗтӗм чӑваш диктанчĕн текстне суйласа илнĕ

«Пӗтӗм чӑваш диктанчĕ-2019» акци вăхăтĕнче Тани Юн пултарулăхĕ çинчен хатĕрленĕ текста çыртарĕç. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, текст авторĕ - Владислав Николаев журналист тата çыравçă. 

Pages