Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çыру

Чăваш Патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ пухура ĕнер республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне çуллен яракан Çырупа паллаштарчĕ. Ăна итлеме Чăваш Ен парламенчĕн, Патшалăх Думин депутачĕсем, республикăн тата федерацин вырăнти ĕç тăвакан влаç органĕсен, общество, тĕн организацийĕсен, предприятисен ертÿçисем, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем, ыттисем пухăннă. 1 сехет те 10 минут патнелле тăсăлнă сăмахĕнче Михаил Васильевич экономика аталанăвне, тĕрлĕ сферăри лару-тăрăва хакларĕ, мĕн тунипе паллаштарнипе пĕрлех умри пысăк тĕллевсене палăртрĕ. «Хыпар» хаçат Çырупа туллин паллаштарать.

Хисеплӗ депутатсем, чӗннӗ хӑнасем!
Чӑваш Енӗн хаклӑ ҫыннисем!
Эпир 2020 ҫула кӗтӗмӗр.
Кӑҫал ҫӗршывӑмӑр чаплӑ куна – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи Ҫӗнтерӳ 75 ҫул тултарнине – паллӑ тӑвать. Пирӗн халӑх нихӑҫан манӑҫми мухтава тивӗҫнӗ – Тӑван ҫӗршыв никама пӑхӑнманлӑхне сыхласа хӑварнӑ, пӗтӗм тӗнчене фашизм чуралӑхӗнчен хӑтарнӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Владимирович Путин палӑртнӑ пек, Раҫҫей малашлӑхне пирӗн патриотлӑх, Тӑван ҫӗршывпа ҫуралнӑ ҫӗре, тӑвансемпе ҫывӑх ҫыннӑмӑрсене чунтан юратни хӑват парса тӑракан ҫирӗп никӗс ҫинче йӗркелемелле.
Никама та манман, нимӗн те манӑҫман! Хӑйсен пурнӑҫне тӑнӑҫлӑхшӑн тата килес ӑрусен ирӗклӗхӗшӗн панӑ паттӑрсем нихӑҫан та асран тухмӗҫ. Ҫӗрӗн-кунӗн ӗҫлесе фронта мӗн кирлине пӗтӗмпех парса тӑнӑ хӗрарӑмсен, ватӑсемпе ачасен ӗҫри паттӑрлӑхӗ те хӑйне хӗрхенменлӗхӗн ӗмӗрхи ырӑ тӗслӗхӗ пулса юлӗ.
2020 ҫул ҫавӑн пекех тивлетлӗ чӑваш ҫӗрне, халӑхӑмӑрӑн культурине, халӑхӑмӑрӑн авалхи йӑли-йӗркине сума сӑвакан пӗтӗм ҫыншӑн пӗлтерӗшлӗ, – эпир чаплӑ пулӑма, Чӑваш автономи облаҫӗ ҫӗр ҫул тултарнине, паллӑ тӑватпӑр!
Ĕмĕр хушшинче пирĕн республика хăйĕн пур енлĕ аталанăвĕнче «суха пуҫĕнчен космоса ҫити» утса иртсе тĕлĕнмелле пысăк ҫитĕнӳсем тунă.
Хисеплӗ депутатсем, хаклӑ ҫыннӑмӑрсем!
2020 ҫул пирӗншӗн уйрӑмах паллӑ ҫулталӑк.
Эпир Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявлатпӑр!
Паянхи промышленноҫпа ял хуҫалăх, культурăпа наука тата спорт ҫитĕнĕвĕсемпе эпир тивĕҫлипех мухтанма пултаратпăр. Халăхăн пуян йăли-йĕркипе истори еткерлĕхне сыхласа упрасси, ҫамрăк ăрăва ăс-хакăлпа илемлĕх хаклăхĕсене туйма вĕрентесси питех те пĕлтерĕшлĕ.
Ҫак чаплă уява паллă туни пирĕн вăя тата та ҫирĕпрех пĕрлештерессине шанса тăратăп.
Паян Чӑваш Ен хӑватлӑ промышленноҫ вӑй-хӑвачӗпе, ку чухнехи пысӑк тухӑҫлӑ ял хуҫалӑхӗпе, лайӑх аталаннӑ социаллӑ сферӑпа палӑрса тӑрать. Ҫакӑ пурте республикӑра пурӑнакан ҫынсен темиҫе ӑрӑвӗн пӗрлехи ӗҫ кӑтартӑвӗ, вӗсенчен кашниех унта хӑй пултарнӑ таран курӑмлӑ тӳпе хывнӑ.
Чӑваш Республикинче пурӑнакансене тӑван ҫӗре хастарлӑн юратнӑшӑн, унӑн ырлӑхӗпе аталанӑвӗшӗн ырми-канми тӑрӑшнӑшӑн пурне те тав тӑватӑп!
Пирӗн малашнехи аталану ытларах наци проекчӗсенче палӑртнӑ стратегиллӗ тӗллевсене мӗнлерех пурнӑҫланинчен килет.
Ҫав проектсем технологи тӗлӗшӗнчи ӗҫ-хӗле хӑвӑртлатма, экономикӑра экспорт тӗллевӗллӗ пысӑк тухӑҫлӑ сектор туса хума, инфратытӑма аталантарма, социаллӑ сферӑна лайӑхлатма пулӑшас тӗллевлӗ.
Ҫитес виҫӗ ҫулта вӗсене пурнӑҫлама республикӑра 26 миллиард ытла тенкӗ яма палӑртнӑ.
Анчах та сире ҫакна шута илме ыйтатӑп: наци проекчӗсем пӗртен-пӗр тӗллев шутланмаҫҫӗ. Вӗсем пирӗн тӗп тӗллевӗмӗре – халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхӗпе тулӑхлӑхне лайӑхлатассине – пурнӑҫламалли мел кӑна.
Халӑхӑн чӑн тупӑшӗсене ӳстерни экономика аталанӑвӗн тӗп кӑтартӑвӗ пулса тӑрать. Ҫавӑнпа та ӑна тума, чи малтанах, эконо- микӑн чӑн секторӗнчи мӗн пур отрасльтех пысӑк тухӑҫлӑ, лайӑх шалуллӑ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелемелле.
Тухӑҫлӑ ӗҫ – ырлӑх никӗсӗ!
Халӑх калашле, ӗҫлемесессӗн, пурлӑх пулмасть. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.