Чăваш Енри чи нумай вулакан çемьесене палăртнă

15 Çу, 2019

Республикăри ача-пăчапа çамрăксен библиотеки «Чи нумай вулакан çемье» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Вăл нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса çу уйăхĕн 15-мĕшĕччен пынă.

Тĕрлĕ районти, тĕрлĕ ÿсĕмри хастар вулавçăсем конкурса виçĕ номинаципе ĕçсем тăратнă: «Илемлĕ литература хайлавĕ тăрăх хатĕрленĕ чи лайăх плейкаст», «Библиотекăри чи лайăх виртуаллă çул çÿрев», «Чи лайăх вулав дневникĕ».

Конкурс йĕркелÿçисем патне 13 районтан, 5 хуларан 59 ĕç çитнĕ. Чылай çемье конкурса тăратнă ĕçе чунтан тăрăшса пурнăçланă, хăйне евĕрлĕх кĕртме май тупнă. Сумлă жюри вĕсене тĕплĕн тишкернĕ хыççăн çĕнтерÿçĕсене палăртнă. Тĕрлĕ номинацире Муркаш районĕнчи Любимовсен, Шупашкарти Савельевсен, Канаш районĕнчи Назаровсен çемйисем мала тухнă. Иккĕмĕш-виççĕмĕш вырăнсен хуçисене те палăртнă ăмăрту хаклавçисем. Вĕсене çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче 12 сехетре асăннă вулавăшра чыслĕç.

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА.

Рубрика: 

Комментари хушас