Чăваш парламентарийĕн палăкĕ умне чечек хучĕç

27 Ака, 2020

Ака уйăхĕн 27-мĕшĕ — Раççей парламентаризмĕн кунĕ. Çакна шута илсе паян чăвашсен пĕрремĕш парламентарийĕн Яков Абрамовăн палăкĕ умне чечексем хучĕç. Ку палăк Красноармейски районĕнчи Упи ялĕнче вырнаçнă.

Аса илтеретпĕр: Яков Абрамов 1873 çулта Упи ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1906 çулта ăна пĕрремĕш суйлаври Патшалăх Думин депутатне суйланă. Унăн палăкĕ умне чечек хунă çĕре ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Игорь Моляков, Чăваш Ен парламентарийĕсем, Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов хутшăнчĕç.

«Пĕрремĕш суйлаври Патшалăх Думинче Яков Абрамовсăр пуçне тата Улатăр уесĕнчи Василий Микешин та пулнă. Вĕсем тĕрлĕ фракцире пулнă: Абрамов — ĕç çыннисен, Микешин — кадетсен», — терĕ Альбина Егорова. Спикер чăвашсен пĕрремĕш парламентарийĕсене асра тытни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Паянхи кун парламент патшалăх влаçĕн тĕп институчĕсен пĕри пулса тăнине каларĕ.

Хăйĕн мăн кукашшĕне Яков Абрамова Владимир Степанов ăшă сăмахсемпе аса илчĕ: «Ăна ял çыннисем питĕ хисепленĕ, унран тăтăшах сĕнÿ-канаш ыйтнă». Вăл хăйсен çемье историйĕпе мухтаннине палăртрĕ.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас