Комментари хушас

20 Юпа, 2016

Халăх шанăçне тӳрре кăларма тăрăшаççĕ

Республикăра çамрăк ертӳçĕ сахал мар. Эппин, вĕсене халăх шанать, ыррине кĕтет. Пуçлăх тилхепине тытса пыма çăмăл-и? Çак ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе çамрăк ертӳçĕсемпе тĕл пултăм.

Шкула хăтлăхпа илем кĕртнĕ

Йĕпреç районĕнчи Пысăк Упакассинчи шкулта республикăри чи çамрăк директор — 27 çулти Алексей Ефимов — ĕçлет. Çак должноçра вăл çулталăк ытла тăрăшать. Виçĕ аслă пĕлӳллĕ яша ертӳçĕ пуканне ахальтен шанман. Вăл директор тивĕçĕсене пурнăçлама пуçласан пĕлӳ çуртĕнче чылай улшăну пулнă. Çамрăк директор шкул хăтлăхĕпе илемĕшĕн çанă тавăрсах тăрăшма тытăннă.

Алексей Йĕпреçре çуралнă. Шкултан вĕренсе тухсан педагог пулма тĕллевленнĕскер И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн технологи-экономика факультетĕнче ăс пухма тытăннă. Яш студент чухнех спортпа туслă пулнă. Тренажер залне час-часах çӳренĕ, тĕрлĕ ăмăртăва хутшăннă. Алла диплом илсен çамрăка Йĕпреçри «Патвар» сывлăха çирĕплетмелли спорт комплексĕн директор пулăшуçин тивĕçĕсене шаннă. Алексей çав университетрах физкультура учительне те вĕренсе тухнă. 2015 çулта вăл управлени енĕпе пĕлĕвне тарăнлатса виççĕмĕш диплом илнĕ. Каччă общество ĕçне те хастар хутшăннă. Пĕлтĕр вăл район шайĕнче иртнĕ конкурсра «Чи лайăх çамрăк специалист» ята тивĕçнĕ. Директор пулма сĕнсен вăл тӳрех килĕшнĕ, хăйне ку должноçра тĕрĕслеме шухăшланă. Ертӳçĕ пуканĕ ăна хăратман. «Патвар» ФСКра виçĕ çул ĕçлесе опыт пухма ĕлкĕрнĕ вăл. Хăйĕнчен вун-вун çул аслă çынсемпе пĕрле тăрăшни те шкулти педагогсемпе пĕр чĕлхе тупма пулăшнă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.