Çамрăк ертÿçĕ

27 Пуш, 2020

Лариса ПАВЛОВА: Ĕçлекен кашни çынна хаклама пĕлмелле

Ашшĕ-амăшĕ предприниматель пулнă май хăйсен ĕçне мĕнле аталантарнине, йывăрлăхсене епле çĕнтерсе пынине Муркашри пасар директорĕ Лариса Павлова ачаранпах курса ÿснĕ. Çавăнпа вăл бизнес уçнă çынсене, пасарта вырăн тара илекенсене, хăш енĕпе пулăшмаллине аван пĕлет.

6 Раштав, 2019

Александр ПЕТРОВ: Кунне пĕрер пăта çапмасан хуçалăх юхăнать

Пирĕн республикăра пултаруллă та хастар çамрăк сахал мар. Вĕсен хушшинче 30 çула çитмесĕрех ертÿçĕ должноçне йышăннисем те пур. Çамрăк пуçлăхăн мĕнлерех пулмалла? Пĕрле ĕçлекенсемпе, халăхпа пĕр чĕлхе тупас тесен мĕн тумалла? Çак тата ытти ыйтăва сÿтсе яврăмăр Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Александр Петровпа. Вăл — районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен хушшинче чи çамрăкки.

20 Юпа, 2016

Халăх шанăçне тӳрре кăларма тăрăшаççĕ

Республикăра çамрăк ертӳçĕ сахал мар. Эппин, вĕсене халăх шанать, ыррине кĕтет. Пуçлăх тилхепине тытса пыма çăмăл-и? Çак ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе çамрăк ертӳçĕсемпе тĕл пултăм.

Шкула хăтлăхпа илем кĕртнĕ

15 Çурла, 2014

Завхозран- ял тăрăхĕн пуçлăхне

Етĕрне районĕнче - 18 ял тăрăхĕ. Ертÿçĕсенчен чи çамрăкки - 33 çулти Евгений Садиков. Вăл Урпаш ял тăрăхĕн тилхепине тытса пырать. 2012 çулхи утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче ăна Депутатсен пухăвĕ ял тăрăхĕн пуçлăхне суйланă. Евгений Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн агрономи факультетĕнче 4-мĕш курсра вĕренет.

8 Çурла, 2014

“Командир пулма ĕмĕтленмен салтак - япăх салтак”

Мĕн пытармалли: аслă пĕлÿ паракан учрежденирен вĕренсе тухакансенчен чылайăшĕ яла кайма васкамасть. Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Валентина Максимова пĕлтернĕ тăрăх - 35 çула çитмен вĕрентекен районĕпе те 12-ĕн кăна. Вĕсенчен иккĕшĕ çеç 30 çул тултарман.