Комментари хушас

2 Юпа, 2017

Кĕнеке вуласшăн-и е тавралăха сăнать-и?

«Хăнана кайма та вăхăт çук. Тунти кун ывăлпа юрлама çÿретпĕр, ытлари кунпа кĕçнерни кун — шкула хатĕрлекен ушкăна, юн кунпа эрне кун спорт секцийĕ кĕтет пире, шăмат кун çĕнĕ технологисемпе паллашатпăр. Вырсарни кун... канас килет», — тет пĕлĕшĕм. Чăн та, кунашкал йĕркене улшăну тÿрех кĕртеймĕн. Тиркевĕм çук. Хăни-мĕнĕ тарама, чи кирли — ывăл-хĕрĕмĕре аталантармалла.

Пĕлтерĕшли — шăпăрлансен хăйсен кăмăлне шута илесчĕ. Ирĕксĕрленинчен мĕн усси? Шухăш-кăмăлĕпе, ăс-хакăлĕпе пĕр килекен шкул-кружокпа шайлашу тупни çеç витĕмлĕ. Хушма пĕлÿ анлăшĕ вара вĕçсĕр-хĕрсĕр тинĕс евĕр. Спорт секцийĕсем, юрă-ташă студийĕсем, ÿнер шкулĕсем, çамрăк техниксен клубĕсем... Темĕн те пур. Ачасем пултаруллă та хастар çитĕнччĕр тесе республикăра нумай проект пурнăçланать.

«Вĕренĕве хывакан инвестицисем хăйсен ырлăхне кÿреççĕ.

Чăваш Енре ачасемпе çамрăксене инженерипе техника пĕлĕвне тăтăш вĕрентмелли ку чухнехи сайра йышши чăннипех курăмлă проект пурнăçланать. Унăн тытăмлă пайĕсем шкулсенчи инженер класĕсем, хушма пĕлÿ паракан учрежденисенчи техника кружокĕсем шутланаççĕ, вĕсен ĕçне тивĕçлĕн «Кванториум» ача-пăча технопаркĕ, Шупашкарти электромеханика колледжĕнчи Регионсен хушшинчи компетенцисен центрĕ тата Чăваш патшалăх университетĕнчи Инжиниринг центрĕ йĕркелесе пыраççĕ», — тенĕччĕ Михаил Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырура.

Инвестицисем, чăн та, курăмлă. Пĕлтерĕшĕ те сумлă. Ашшĕ-амăшĕн çеç пуçламăш утăмсене тĕрĕс хывасчĕ.

Унта та, кунта та çитсе курмасăр ача мĕн патне туртăннине, хăш тытăмра ытларах çаврăнăçуллине тÿрех тавçăрма çуках. Анчах пур çĕре те епле çитĕн-ха? Куллен мĕнпе те пулин çине тăрса аппаланни «кутăнла» витĕм кÿмĕ-и? Тен, малтан сăнарах тинкермелле? Мĕнле вăййа кăмăллать, ăçта туртăнать? Кĕнеке вуласшăн-и, роботсем çинчен ыйтса халтан ярать-и? Е тавралăха сăнать-и?

Тепĕр пĕлĕшĕм хĕрĕ ассăн сывлани куç умне тухать. Акăлчан чĕлхин, музыка тата ÿнер шкулне çитме ĕлкĕрмеллеччĕ унăн эрнесерен. Выляма та вăхăт юлмастчĕ мăнтарăнăн. Ытти шăпăрлан çине ăмсанса тинкеретчĕ. Вăхăт иртнĕ май, илемлĕ сăрлатчĕ пулин те, ÿнер шкулне çÿреме пăрахрĕçех. Тĕпренчĕкĕ унта туртăнманнине ăнланчĕ курăнать амăшĕ.

Ют чĕлхене вĕренме пулăшас текен темĕн чухлех халĕ. Тепĕр тесен, самани те ют чĕлхе пĕлнине кăмăллать. Ача сачĕсенче те ятарлă кружоксем пур. Унта вăтам тата аслă ушкăна çÿрекенсене йышăнаççĕ. «Вырăсла та калаçайман ачисене мĕне пĕлсе черете çыраççĕ-ши? Тăван чĕлхерен маларах ют сăмахсемпе тикĕс калаçма вĕренессе шанаççĕ-ши? Таса калаçакан ачасене çеç унта çÿреме сĕннĕ пулăттăм. Ача кăмăлне те шута илмелле. Унăн ют чĕлхе халех вĕренес килет-и?» — тенĕччĕ паллакан воспитатель, çакнашкал кружока ертсе пыраканскер.

Паллах, ачасене аталантармалла. Пур майпа туллин усă курмалла. Хушма пĕлÿ вара — кирлех. Шăпах вăл ачасене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшать. Пулас професси суйлассине те витĕм кÿрет. Ахальтен мар ку ыйтăва пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме аталанма хăтлă условисем туса парасси Чăваш Ен Правительствишĕн приоритетлă тĕллевсенчен пĕри иккенне ЧР Пуçлăхĕ те палăртать. «Республика бюджетĕнчи кашни виççĕмĕш тенкĕ çамрăксене тĕллевлĕ çул çине тухма пулăшмашкăн каять», — палăртать вăл. Малалла вулас...

 

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.