Сăах парăр-ха

12 Чÿк, 2018

Ылтăн ача

Çамрăк ашшĕ-амăшĕ хăйĕн тĕпренчĕкĕ пирки çапла каланине илтсен малтанах тĕлĕннĕччĕ те. «Ытла та хытă юратаççĕ ахăр», — мĕлтлетнĕччĕ пуçра шухăш. Тен, ывăл çуралнипе çапла савăннă аслисем? Ара, арçын ачана — ылтăнпа, хĕр пĕрчине вара кĕмĕлпе танлаштарнине хăнăхнă вĕт. Анчах та пархатарлă çак металл тĕнчене мĕнле пепке мар, миçемĕш пулса çуралнине палăртать-мĕн. Çĕршыври демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе юлашки çулсенче патшалăх ертÿлĕхĕ уйрăмах çине тăрса тăрăшать. Нумай ачаллă çемьесене курăмлă тĕревлени пушшех те пĕлтерĕшлĕ.

14 Çу, 2018

Тавралăх тасалăха юратать

Республика халăхĕ экологи акцийĕсене хастар хутшăнать. Тĕрлĕ ÿсĕмрисем тавралăха тирпейлесе илем кĕртеççĕ, йывăç лартаççĕ.
Çак эрнере Шупашкарти техникум тата колледж студенчĕсем Юманлăх ращине тасатма тухнă, 60 ытла михĕ çÿп-çап пуçтарнă. Çамрăксен десанчĕ Опикасси тата Берендей вăрманĕсене те йĕркене кĕртĕ. Çут çанталăкра канма юратакансем тасалăха хаклама хăнăхсанах çÿп-çап купаланмĕччĕ те.

2 Юпа, 2017

Кĕнеке вуласшăн-и е тавралăха сăнать-и?

«Хăнана кайма та вăхăт çук. Тунти кун ывăлпа юрлама çÿретпĕр, ытлари кунпа кĕçнерни кун — шкула хатĕрлекен ушкăна, юн кунпа эрне кун спорт секцийĕ кĕтет пире, шăмат кун çĕнĕ технологисемпе паллашатпăр. Вырсарни кун... канас килет», — тет пĕлĕшĕм. Чăн та, кунашкал йĕркене улшăну тÿрех кĕртеймĕн. Тиркевĕм çук. Хăни-мĕнĕ тарама, чи кирли — ывăл-хĕрĕмĕре аталантармалла.