Комментари хушас

18 Çу, 2018

«Т Плюс» компани: Хĕле йĕркеллĕ ирттертĕмĕр

«Т Плюс» ПАО правленийĕн председателĕн Денис Паслерăн видеоконференцçыхăну мелĕпе юнкун иртнĕ йăлана кĕнĕ пресс-конференцийĕ ăшă генерацийĕн компанийĕ ĕçлекен анлă территорири 16 региона пĕтĕçтерчĕ. Телекĕперĕн Шупашкарти студийĕнче калаçăва Т Плюсăн «Мари Эл тата Чăваш Ен» филиалĕн директорĕ Андриан Тимофеев тата ЭнергосбыТ Плюсăн «Мари Эл тата Чăваш Ен» филиалĕн директорĕ Светлана Жаркова малалла тăсрĕç.

Пĕр алăра лайăхрах

Т Плюс топ-менеджерĕ çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра вĕçленине пĕтĕмлетрĕ, кĕркуннехи-хĕллехи черетлĕ тапхăра хатĕрленессипе çыхăннă юсав кампанийĕн планĕсемпе паллаштарчĕ. Иртнĕ тапхăрăн Т Плюс яваплăхĕн зонинчи тĕп кăтартăвне Денис Паслер аварисен шутне 20% яхăнах чакарнинче курать, çакна станцисемпе сетьсене юсассине, çĕнетессине хывнă укçа-тенкĕ виçине ÿстерни никĕсленĕ. Палăртма кăмăллă: 2018 çулта та компани укçа калăпăшне пысăклатма палăртать: юсав кампанийĕ валли уйăракан укçа 13 млрд тенкĕпе танлашĕ — пĕлтĕрхинчен чĕрĕке яхăн нумайрах, инвестицисен виçи 12 миллиард шайĕнче пулĕ.
Пулăшу ĕçĕсен шанчăклăхĕпе пахалăхне лайăхлатас енĕпе çине тăнине кура энергетиксен, паллах, хăйсен клиенчĕсем ăшăпа вĕри шывшăн тÿлес тĕлĕшпе тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласса кĕтмешкĕн ирĕк пур. Анчах çак шанăç, шел те, тÿрре тухмасть. Денис Владимирович каланă тăрăх, потребительсен пĕтĕмĕшле парăмĕ 94 млрд тенкĕрен те иртнĕ, çак лару-тăрăва вăл хăрушă тесе хаклать. Ун шучĕпе, çулталăкра юсавпа инвестицисем валли яракан укçапа танлаштарсан парăмсем «сетьсемпе станцисен оборудованине çĕнетмелли питĕ пысăк потенциал пулса тăраççĕ».
Пирĕн хаçат корреспонденчĕн Шупашкар хулин муниципалитет котельнăйĕсемпе сечĕсен, хальччен «Коммуналлă технологисем» ООО арендинче пулнăскерсен, шăпипе çыхăннă ыйтăвĕ те хуравсăр юлмарĕ. Пĕлетпĕр: хула администрацийĕ КТпа килĕшĕве татнă, халь вара республика ертÿлĕхĕ çак пурлăха тытса тăма шанмашкăн май пур компанисен ретĕнче Т Плюса та асăнать. «Ыйтăвĕ çивĕч, — терĕ темăна пĕлнине çирĕплетсе Денис Паслер. — Халь аренда çук, сăмах концесси килĕшĕвĕ пирки кăна пулма пултарать. Пирĕн тĕллев пирки калас тăк — çапла, пире ку ыйтăва панăччĕ. Енчен те администраци пурлăха концессие кăлармалли сĕнÿ хатĕрлерĕ тĕк — эпир хутшăнăпăр, мĕншĕн тесен управлени пĕр алăра пулни яланах лайăхрах».

Шанчăклă ĕç

— Çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра «Мари Эл тата Чăваш Ен» филиал Йошкар-Олара, Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта штатпа пăхнă режимпа ирттерчĕ, — пĕлтерчĕ Андриан Тимофеев. — Компани энергообћекчĕсен шанчăклă ĕçне оборудование тата персонала кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра лайăх хатĕрленипе тивĕçтернĕ. Пуш уйăхĕн1-мĕшĕнчен 2018 çулхи юсав программине пурнăçлама пикентĕмĕр.
Кăçал пĕтĕмпе 10 турбоагрегата тата 12 хуран агрегатне юсама палăртнă, вĕсенчен 7-шне юсанă та ĕнтĕ. Сăмах май, ку хутĕнче пуçласа филиал турбинăсен шалти пайĕсенчи кăлтăксене тупса палăртмашкăн бороскоппа усă курать, çак прибор турбоагрегата уçмасăрах унăн юсавлăхне палăртма май парать. Хушма оборудование, филиал яваплăхĕн зонинчи çуртсемпе сооруженисене те юсĕç. Тĕп ĕçсене авăн уйăхĕнче вĕçлесшĕн. Мари Элпа Чăваш Енри юсав валли, техникăна çĕнетме, оборудование реконструкцилеме уйăракан укçан пĕтĕмĕшле виçи 450 млн тенкĕрен те иртĕ, çакă икĕ регионти потребительсене энерги парса тăрассин пахалăхне тивĕçтермелли ĕçсене туллин пурнăçлама май парĕ.
Шупашкар хулин муниципалитетăн Т Плюс управленине куçма пултаракан сечĕсемпе, котельнăйĕсемпе çыхăннă ыйтăвне хуравланă май Андриан Григорьевич филиал çак пурлăха инвентаризацилекен комиссие хăйĕн представительне те кĕртме ыйтнине çирĕплетрĕ. Тепĕр тесен, КТран юлакан еткер юхăнчăк пулнине тавçăрма ахаль те йывăр мар-тăр. Çавăнпа иккĕленмеççĕ: концесси килĕшĕвĕ валли кирлĕ конкурс документацине сетьсемпе котельнăйсене йĕркене кĕртмелли инвестицисене шута илсе хатĕрлемелле.
Филиал директорĕнчен «тăрă çинчи» тата тĕртсе тунă котельнăйсене килĕштерекен хăш-пĕр строительство организацийĕ тĕлĕшпе те ÿпкев пулчĕ. Çапла хăтланса вĕсем ăшăпа тивĕçтересси çинчен калакан саккуна пăсаççĕ. Саккун ăшăпа централизациленĕ майпа тивĕçтерессине, электричествăпа ăшă энергине пĕрле хатĕрлессине /ТЭЦсене/ аталантарма хистет, çакă кайран потребительсен ăшăшăн тÿлемелли тăкакĕсене чакарма пулăшĕ. Юрăхсăр тĕслĕхсен шутĕнче вăл тĕп хулари «Кувшинка» микрорайона асăнчĕ: «Ăна пирĕн магистраль çинче тенĕ пекех туса лартнă — трубопроводран пĕр вун пилĕк метрта кăна. Унта централизациленĕ ăшă пăрăхĕпе çыхăнмашкăн тăкак та пĕчĕк пулатчĕ — пурпĕр газпа хутса ăшăтассине суйласа илнĕ». Çапах кăмăлли те пур: юлашки вăхăтра çĕнĕ стройкăсене ăшăпа перекетлĕ мелпе тивĕçтерес тени те палăрать. «Олимп», «Серебряные ключи», «Восточный экспресс» районсене 2-мĕш ТЭЦран централизациленĕ майпа ăшă памалла тунă.

Парăм лавĕ çав вырăнтах…

Потребительсен парăмĕсемпе çыхăннă ыйту ресурссемпе тивĕçтерекен организацисен ертÿçисем МИХсен представителĕсемпе ирттерекен тĕлпулусенче тĕп тема пулнă — çаплипех юлнă. Çак пресс-конференцире те çаплах пулчĕ.
— Икĕ республикăри потребительсен филиал умĕнчи пĕтĕмĕшле парăмĕ 1,4 млрд яхăн тенкĕпе танлашать, — пĕлтерчĕ Светлана Жаркова. — Çак виçен 83% — Чăваш Енри парăмçăсен тÿпи. Парăмсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче ЖКХ сферинчи клиентсен пайĕ тĕп вырăн йышăнать — 1022 млн тенке яхăн. Пысăк парăмлă управляющи компанисен шутĕнче — «Текстильщик», «Реал-Люкс», «На-дежный», «Олимп», «Çĕнĕ Шупашкар хулинчи ЖКХри УК» МУП, «СК ;2», «ЖЭК21», «Город», «Центральная», «Инженер», «Светлый город» тата ыттисем. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.