пĕтĕмлетÿ

Республика çулталăка ăнăçлă вĕçлет. Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 11 уйăхри кăтартăвĕсем çапла çирĕплетме май параççĕ. Вĕсене Правительство çуртĕнче ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен йĕркелекен, ку хутĕнче Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе иртнĕ канашлура тишкерсе хакларĕç.

Паян Шупашкар çур çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ. Социаллă-экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков паллаштарчĕ. Çак ятпа пухнă Шупашкар хула депутачĕсен черетсĕр анлă 33-мĕш ларăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

«Т Плюс» ПАО правленийĕн председателĕн Денис Паслерăн видеоконференцçыхăну мелĕпе юнкун иртнĕ йăлана кĕнĕ пресс-конференцийĕ ăшă генерацийĕн компанийĕ ĕçлекен анлă территорири 16 региона пĕтĕçтерчĕ.

Федерацин Потребитель прависене тата этем ырлăх-сывлăхне хÿтĕлекен сфера надзорĕн службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская паян пресс-конференцире ведомствăн 2017 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ.

Управлени пĕлтĕр 1107 тĕрĕслев ирттернĕ. Республикăра санитари-эпидемиологи тăрăмĕ тивĕçлĕ шайра пулнине палăртнă. 2016 çулпа танлаштарсан грипран сыхланма прививка тутаракан халăх йышĕ ÿснĕ, çавна пула кăçал чирлекенсен хисепĕ 12,6% чакнă.

Pages

Subscribe to пĕтĕмлетÿ