Комментари хушас

Çын ĕçлессишĕн пурăнмасть, пурăнассишĕн ĕçлет… Çак каларăш паян уйрăмах çивĕчленсе çитрĕ. Аслă ăрушăн кун пек ыйту тухса та тăман темелле хăй вăхăтĕнче. Шкул хыççăн кам малалла вĕренме çул тытнă, пĕлĕвне татах та тарăнлатас тĕллев çуккисем тĕрлĕ организаци-предприятие ĕçе вырнаçнă. Анчах та икĕ ушкăнри çамрăксене пĕрлештерсе тăраканни пулнă — малашлăх пирки никамăн та пуç ыратман. Аслă шкултан вĕренсе тухнă спе-циалистсем ĕç вырăнĕ шыраса хăшкăлман, вĕсене направленипе ăсатнă. Икĕ ушкăнĕ те пĕлнĕ: вăхăчĕпе садикре вырăн та, хăтлă хваттер те пулать. Черет тăмалла çеç.
Нумай та вăхăт иртмерĕ унтанпа, пурнăç вара пач улшăнчĕ. Халĕ шкулпа сыв пуллашакансен пысăк пайĕ малалла ăçта вĕренесси пирки пуç ватать: дипломсăррисен хисеп çук паян. Çакă кăсăклă — шкулта пухнă никĕспе çырлахнисен ăçталла çул хывмалла? Тĕрĕс, пасара. Сутуçăсем яланах кирлĕ. Анчах та икĕ ушкăнне те пĕрлештерсе тăракан пулăм каллех пур — паянхи çамрăксен малашлăхне питĕ уçăмлă темелли çук. Аслă шкултан вĕренсе тухакансен нумай чухне ĕç хăйсен ирĕкĕпе шырама тивет. Анчах та пасар экономикин тинĕсĕнче путмасăр малалла шанчăклă ишекен предприятисем шутлă. Çапла вара çамрăк специалистсем ирĕксĕрех ĕçсĕррисен статистикине пуянлатаççĕ. Вăхăт вара шăвать. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçăн çемье те, хăтлă йăва та çавăрас килет. Çапла, çамрăксене паян патшалăх курăмлă тĕревлет, тĕрлĕ программа пур вĕсем валли. Çапах та, вĕсемпе усă курас тесессĕн, кĕсьере нухрат кăшт сасă памаллах. Анчах та ĕçсĕр çыннăн ăçтан пултăр вăл? Тĕрĕссипе, йĕркеллĕ шалу пулсассăн çын хăйĕн ыйтăвĕсене хăех татса пама пултарать. Анчах та шăпах укçа çитсе пыманни ĕмĕтсене пурнăçа кĕртсе пымашкăн ура хурать.
«Ĕçсĕр» тени — хăйне май ăнлав-ха. Калăпăр, ĕçпе тивĕçтерекен центрсем çамрăксене кăна мар, тĕрлĕ ÿсĕмрисене ĕç сĕнеççĕ. Республикăри предприяти- организаципе пĕрле тăтăшах вакансисен ярмăрккисене ирттереççĕ. Кăçалхи утă уйăхĕн вĕçне, сăмахран, 18673 уçă вакансие шута илнĕ. Ĕç шыракансен шучĕ вара çакăнтан пилĕк хут сахалрах. Апла тăк, республикăра ĕçсĕррисем пачах та пулмалла мар пек! Çапла та, çапла та мар çав. Чăваш Енре вăтам шалу 2017 çулта 24 пин те 529 тенкĕ пулнă. Паллă ĕнтĕ, ку укçа-тенкĕпе çурт-йĕр çавăрма та, ачасене вĕрентме те май çук. Шалу тивĕçтерсен вăрăм укçа шыраса инçетри хуласене туха-туха каймĕччĕç çынсем. Çемьерен, çывăх çынсенчен камăн уйрăм пурăнас килтĕр? Шел те, пурнăçа ăнăçтарас тесессĕн паян ирĕксĕрех çапла тума тивет, уйрăмах — ялта пурăнакансен. Çак сăлтавпах республикăран ытти çĕре тухса каяççĕ çынсем.
Чăваш Енре шалу Раççейри вăтам ĕç укçипе, Мускаврипе — пушшех те, танлашаймассине республика ертÿлĕхĕ те йышăнать. «Мĕншĕн тесессĕн пирĕн çĕр айĕнчи пуянлăхсем çук, — палăртнă Михаил Игнатьев «Приложение силы» черетлĕ кăларăмра. — Апла пулин те пирĕн тĕллев — Раççейри вăтам шалăвăн 70% çитересси. Хальлĕхе пирĕн предприяти-организаци тÿлекен вăтам шалу çĕршыврин 62% танлашать».
Мĕн тумалла-ха апла чăваш яш- кĕрĕмĕн? Шурă çăкăр çине хура вăлча сĕрсе çимелли пĕртен-пĕр меслет — хăвăн ĕçне пуçарса ярасси. Анчах та ку — чи теветкеллĕ çул. Пĕрремĕшĕнчен, предпринимателĕн нимĕнле кану кунĕ те, отпуск та, бюллетень те çук. Мĕн ĕçлесе илтĕн — хăвăн. Тăкаклă вăй хуратăн — каллех никам та мар, хăв кăна айăплă: апла, темĕн пиçсех пĕтмест санăн. Иккĕмĕшĕ шăпах çакăнпа çыхăннă та — предприниматель пултарулăхĕ, паллах, пурин те пĕр шайра мар. Тепĕр тесен, пурте генерал пулма çуралман вĕт, камăн та пулин çав генералах сцена çинчен хавас кăмăл парнелемелле, ăна вуламашкăн хаçат-журнал кăлармалла. Унсăр пуçне генералăн та хырăм выçать, ун валли çăкăр та пĕçермелле.
Нумаях пулмасть республикăра Пĕтĕм Раççейри пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн «Раççей тĕрекĕ» общество организацийĕн вице-президенчĕ Марина Блудян пулнă. Шăпах çак шухăша хирĕçлет те вăл. Пултарулăха тĕрĕслесе пăхмасăр ăçтан пĕлĕн: генерал-и эсĕ е çук-и — çакна çирĕплетет вăл. Пĕрре такăнннипе ÿкмелле мар, ÿксессĕн те тăмалла, малалла ăнтăлмалла, тăраймасан — шумалла. Çавăн чухне кăна пулĕ ăнăçу. «Уйăхра 150 пин тенкĕ ĕçлесе илмешкĕн кăткăс мар, — çирĕплетет вăл. — Пĕчĕк пекарня-и, шăл юсамалли пÿлĕм-и, атă-пушмак мастерскойĕ-и — кирек кам та уçма пултарать. Йăнăшасран, такăнасран кăна хăрамалла мар. Пысăк бизнеспа аппаланакансен пурнăç историне тишкерĕр-ха — мĕн кăна чăтса ирттермен вĕсем!»
Сăмахăма тантăшăмăн историйĕпе вĕçлес килет. «Пур пĕр ура çине тăратăп», — шкулта вăтам кăна вĕренсе пынă пулин те /апла, ку — чăрмав мар/, çак шухăшпа малалла ăнтăлатчĕ вăл. Чăн та, темĕнпе те аппаланса пăхрĕ. Унта пулмарĕ, кунта ăнăçмарĕ... Çапах та, çав вăхăтра çемйипе общежитире хĕсĕнсе пурăнаканскер, пĕр пÿлĕмлĕ хваттер туянмашкăн укçа-тенкĕ пухса çитерчĕ. Унтан умне теветкеллĕ тĕллев лартрĕ: е пурăнмалли кĕтес, е бизнес. Мĕн тетĕр? Паян вăл пысăк бизнес тытса пырать. Малалла вулас...

Маргарита ИЛЬИНА.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.