Комментари хушас

26 Нарăс, 2019

Шупашкар çулталăка пĕтĕмлетрĕ

Паян Шупашкар хула депутачĕсен пухăвĕн черетлĕ 37-мĕш анлă ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

Шупашкар хула депутачĕсен пухăвĕн председателĕ — Шупашкар хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев пĕлтĕрхи çул тĕп хула историйĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе çырăнса юлнине палăртрĕ. Çак шутра — РФ Президенчĕн суйлавĕ, федераци проекчĕсене ăнăçлă хутшăнни, Шупашкарта 16 çĕнĕ микрорайон çĕкленни, çул-йĕр строительствипе реконструкцийĕ тата ытти те. Евгений Кадышев депутатсен пĕрлĕхĕ çитес çул та халăхăн пурнăç шайне çĕклес, хулана хăтлăлăхпа тивĕçтерес енĕпе çине тăрса ĕçлессине пĕлтерчĕ. Умри тĕллевсен шутĕнче вăл ача сачĕсенче ясли ушкăнĕсене, çĕнĕ шкулсем уçассине тата ыттине палăртрĕ.

Шупашкар хулин 2018 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков çулталăка лайăх вĕçленине палăртрĕ. Сăмахран, иртнĕ çул Шупашкарта пурăнакансен шучĕ 506 пине çитнĕ, малтанхи çулхинчен 3,5 пин çын ытларах. Çакă — тĕп хулара демографи лару-тăрăвĕ лайăх енне улшăннине кăтартакан пулăм. Промышленноç производствин ÿсĕмĕ те палăрать. Хулара 75 инвестици проекчĕ пурнăçланать. Иртнĕ çул вĕçĕнче вăя кĕнĕ транспорт реформи çулсем çинчи хăрушсăрлăха, çынсен хăтлăхне ÿстересси куç кĕрет.

Алексей Ладыков докладĕнче çитменлĕхсене те палăртрĕ. Сăмахран, тĕп хула налук тата налук мар тÿлевсене пухас енĕпе ĕçлесе çитереймест. Ку енĕпе парăмсем пухăннă. Вĕсене пĕтерес тĕлĕшпе çине тăмалли çинчен республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та асăрхаттарчĕ, çивĕч тăракан çак ыйтăва татса памалли çĕнĕ çул-йĕр шырама сĕнчĕ.

Ларура çавăн пекех 2019 çул тĕллевĕсене çирĕплетрĕç.

www.hypar.ru

Ирина СЕРГЕЕВА.

Рубрика: