Комментари хушас

30 Ака, 2019

Туслă çыхăну шанăç кÿрет

Çу уйăхĕн 22-23-мĕшĕсенче Шупашкарта федерацин Атăлçи округĕнчи тата Китай Халăх Республикинчи Турипе Вăта Янцзы юхан шывĕсен хутлăхĕнчи регионсене пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме пулăшакан канаш ларăвне ирттерме палăртнă.
Унта Китай тата федерацин Атăлçи округĕнчи
регионсен делегацийĕсем хутшăнĕç, экономи-
ка, суту-илÿ, наукăпа техника, гуманитари енĕпе
пĕр-пĕрин хушшинче йĕркеленĕ çыхăнăва çирĕ-
плетессине сÿтсе явĕç.
Асăннă канаша хăçан тата мĕнле тĕллевпе
туса хунă-ха? РФ Президенчĕ Владимир Путин
тата Китай ертÿлĕхĕ пулăшнипе Раççейĕн тата
Китайăн «Атăл-Янцзы» форматĕнчи регионĕ-
сен экономикăри, суту-илÿри, гуманитарири, на-
укăпа техникăри хутшăнăвĕсене сарассишĕн ăна
2013 çулта пуçарса янă. Вăл икĕ çĕршыври ре-
гионсене пĕр-пĕринпе çĕнĕлле çыхăнса ĕçлеме,
Мускавпа Пекинăн стратегиллĕ пайташлăхĕн
шухăш-кăмăлне тивĕçтерме май туса парать,
Атăлçири 14 субъекта тата Китайри 5 провинци-
пе Янцзы хулине пĕрлештерет. Раççейри, вăл шу-
тра Чăваш Енри, регионсен экономикине аталан-
тарас, уйрăммăн илсен, производствине модер-
низацилес ĕçри икĕ енлĕ хутшăнусем мĕн тери
пысăк пĕлтерĕшлине пурте ăнланатпăр. Китай
компанийĕсем Чăваш Ене инвестици хывса çĕнĕ
производствăсем пуçласа янине ырламалла çеç.
Канаш хăйĕн ĕçне пĕрремĕш кунран пуçласах
икĕ патшалăхри регионсенче уйрăм проектсене
пурнăçа кĕртессипе çыхăнтарчĕ. 2014 çулхи çу
уйăхĕнче, Шанхай хулинче ирттернĕ Раççей тата
Китай саммичĕ ĕçленĕ кунсенче, «Атăл-Янцзы»
форматра пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлессине çирĕ-
плетме меморандума алă пусрĕç, пĕрлехи инве-
стици проекчĕсене тата гуманитари хутшăнăвĕ-
сен çул-йĕр карттине палăртрĕç. Формата кĕнĕ
регионсен ертÿçисем асăннă çулхи çĕртме уй-
ăхĕнче Самар хулинче ирттернĕ «çавра сĕтел»
хушшинче Мордва, Тутар, Пушкăрт республики-
сенче проекта пурнăçа кĕртме пуçланине, Чă-
ваш Енре ăна агропромышленноçра, ытти енĕ-
пе ĕçе кĕртме палăртнине пĕлтерчĕç. Унтан-
па вăхăт нумай иртмерĕ — «Сычуань-Чăваш Ен»
агропромышленноçăн суту-илÿ компанийĕ» об-
щество «Сычуань Рейлвей Инвестмент» корпо-
раци инвестици хывнипе Пăрачкав районĕнче пы-
сăк проекта пурнăçлама тытăнчĕ.
Форматри регионсен тепĕр «çавра сĕтелĕ»
тавра 2015 çулхи çурла уйăхĕнче Сычуань про-
винцийĕнче пуçтарăнчĕç, экономика, суту-илÿ,
гуманитари çыхăнăвĕсене çирĕплетме килĕшÿ
турĕç. Канашăн пĕрремĕш ларăвĕ Ульяновск ху-
линче 2016 çулхи утă уйăхĕнче иртрĕ. Кунта 21
проекта пурнăçлассипе ял хуçалăхĕ, апат-çимĕç,
стройматериал хатĕрлесси, çурт-йĕр тата обору-
довани туса кăларасси, туризм, информаци тех-
нологийĕ малти вырăна тухса тăчĕç.
Регионсен представителĕсем иккĕмĕш ла-
рăва 2017 çулта Хэфэй хулинче пуçтарăнчĕç.
Паллах, унта федерацин Атăлçи округĕн реги-
онĕсен ертÿçисем пурте хутшăнчĕç. Паянхи кун
тĕлне вĕсен шайĕнче — 38, çав шутра Чăваш Ен
4 килĕшĕве алă пуснă.
Канашăн Шупашкарта иртекен ларăвĕнче про-
ектсене пурнăçлассипе малалла каяссишĕн пы-
сăк утăмсем тăвасса шанас килет.

www.hypar.ru

Михаил СЕРЕГИН.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.