Комментари хушас

Федерацин Атăлçи округĕн Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕнче паян пушар-тактика вĕренĕвĕ иртрĕ. Раççей МЧСĕн подразделенийĕсем хăйсем вут-çулăмпа мĕнле кĕрешме, шар куракансене еплерех çăлма пултарнине кăтартса пачĕç.

Сценарипе килĕшÿллĕн — путвалти япаласем упранакан складра вут-çулăм алхасма пуçланă. Хыпарлав тытăмĕ ĕçлеме тытăнсан вĕрентекенсем ачасене урама илсе тухрĕç. Шел те, тĕтĕм-сĕрĕме пула пĕр ушкăн виççĕмĕш хутри пÿлĕмрен тухайман… Вĕсене тĕтĕм-сĕрĕмрен хÿтĕлекен службăн ĕçченĕсем шыраса тупрĕç. Шар курнисен пĕр пайне çăлав хатĕрĕсем — сывлаттаракан маскăсем — тăхăнтартса урама илсе тухрĕç, теприсене пушар автопусми тăрăх анма пулăшрĕç. Çынсене васкавлă медицина пулăшăвĕн бригадисем кĕтсе илчĕç. Пушарнăйсем вут-çулăма вăхăтра «сÿнтерчĕç».

Вĕренĕве федерацин пушарпа кĕрешекен службин Шупашкарти пушар-çăлав гарнизонĕ тата васкавлă ытти служба хутшăнчĕ: пĕтĕмпе 10 яхăн техника тата 40 ытла çын. Тренировка мĕнле иртнине Раççей МЧСĕн тĕп управленийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Алексей Струженков сăнарĕ. Вăл Шупашкарти васкавлă службăсем хăйсен тĕллевне çак вĕренÿре тивĕçлĕн пурнăçланине палăртрĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: