Комментари хушас

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вĕрентÿпе лабораторин «С» корпусĕнче /медицина факультечĕ вăл/ пулчĕ. Кунта нумаях пулмасть тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттернĕ.

Мероприятие ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Алевтина Федорова, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ Андрей Александров, медицина факультечĕн деканĕ Валентина Диомидова тата ыттисем хутшăнчĕç. Михаил Васильевич вĕрентÿ лабораторийĕсене кĕрсе курчĕ, хальхи йышши вĕрентÿ оборудованийĕпе, цифра микроскопийĕпе паллашрĕ, ятарлă аудиторире студентсемпе пĕрле лекци итлерĕ. Унтан РФ Правительствин стипендине тивĕçнĕ студентсене свидетельствăсемпе чысларĕ, медицина факультетĕнче вĕренекен студентсемпе йĕркеленĕ «çавра сĕтеле» хутшăнчĕ. Сăмах май, паян асăннă факультетра 37 çĕршывран килнĕ студентсем вĕренеççĕ. «Сирĕн чи лайăх тухтăр пулма тĕллев лартмалла. Вĕренсе тухсан профессипех ĕçе вырнаçма тăрăшмалла. Больницăсенче кадрсем çитмеççĕ паян. Çавна шута илсе чи лайăх условисем тума тăрăшатпăр, медицинăна аталантарсах пыратпăр», - палăртрĕ Михаил Васильевич. Тĕплĕнрех — «Хыпар» хаçатăн çитес кăларăмĕнче.

 www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА.Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: