Комментари хушас

13 Чÿк, 2019

Акцизсем пĕтĕмпех республика бюджетне кĕрĕç

Министрсен Кабинечĕн паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕн кун йĕрки анлă пулчĕ — виçĕ теçетке ытла ыйту. Чылайăшĕ пирки вак-тĕвек теме те пулать — Правительствăн унчченхи йышăнăвĕсене пĕчĕк тÿрлетÿсем кĕртесси кăна. Çапах вĕсен хушшинче те калаçтараканнисем тупăнчĕç.

Лару хăш-пĕр саккуна улшăнусем кĕртес ыйтуран пуçланчĕ. Бюджет кодексне тÿрлетесси пирки финанс министрĕ Светлана Енилина сăмах илчĕ. Светлана Енилина пĕлтернĕ тăрăх, малашне этил спирчĕ тата спиртлă шĕвексем сутнинчен илекен акцизсем пĕтĕмпех республика бюджетне кĕрĕç. Унччен ку виçе 50% кăна пулнă. Çавна май Чăваш Ен бюджетне акцизсенчен килекен укçа 12% хушăнмалла.

Светлана Енилина çавăн пекех кăçалхи тăхăр уйăхра бюджета мĕнле пурнăçланипе паллаштарчĕ. Тĕплĕнрех - "Хыпар" хаçатăн черетлĕ номерĕнче.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.