Комментари хушас

8 Утă, 2014

Тĕн училищи йыхравлать

Шупашкар епархийĕн, Чăваш митрополийĕн, Вырăс православи чиркĕвĕн /Мускав патриархачĕн/ Çветтуй Михаил архангел ячĕллĕ тĕн училищи Чăваш Ен тата Раççей гражданĕсене 2014-2015 вĕренÿ çулĕнче /малашлăхра дистанци мелĕпе пĕлÿ илес тĕллевпе/ православи тĕнĕн пастор вĕренĕвĕн куçăмлă уйрăмне тата куçăмсăр секторне йышăнать.

Православи тĕнĕн пастор вĕренĕвĕн куçăмлă /кăнтăрлахи/ уйрăмне 35 çултан иртмен, тулли вăтам, ятарлă вăтам е аслă пĕлÿллĕ, авланман е çемьеллĕ /пĕрремĕш мăшăрланура тăракан/ арçынсене йышăнаççĕ. Хальхи вăхăтра кăнтăрлахи уйрăмра 4 çул вĕренмелле /бакалавриатăн Вырăс православи чиркĕвĕн священнăй синочĕ çумĕнчи вĕренÿ комитечĕ сĕннĕ малашлăх программи тăрăх дистанци мелĕпе - 5 çул, вĕренсе тухнисем ун чухне православи тĕн служителĕн санне илме пултараççĕ/.

Тĕн вĕренĕвне 32 дисциплина тăрăх ирттереççĕ. Училище администрацийĕ тÿлевсĕр куллен 3 хут /унсăр пуçне кахал апачĕпе тивĕçтереççĕ/ апатлантарать, çирĕплетнĕ йĕркепе тумтир парать,1-5 çын пурăнакан манах пÿлĕмне вырнаçтарать, эрнере пĕр хут мунча кунĕ ирттерет. Занятисем 2014 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçланаççĕ.

Пастор вĕренĕвĕн куçăмсăр уйрăмне Вырăс православи чиркĕвĕн тĕн служащийĕсене, манахсене тата послушниксене, çавăн пекех 50 çула çитмен, тулли вăтам, ятарлă вăтам е аслă пĕлÿллĕ, авланман е çемьеллĕ /пĕрремĕш мăшăрланура тăракан/ граждансене йышăнаççĕ, 4 çул вĕренмелле /бакалавриатăн малашлăх программипе - 5 çул/. Куçăмсăр вĕренĕвĕн секторĕн занятийĕсем унăн ертÿçи чĕнсе илнĕ тапхăрта иртеççĕ.

Вĕренме кĕрекенсен турă службин кĕнекисене чиркÿ-славян чĕлхипе вулама* хальхи оргтехникăпа тата электрон программăсемпе, шырав тытăмĕпе, электрон почтăпа, компьютерпа ĕçлеме* православи чиркĕвĕн Йышăну правилисенче кăтартнă пуçламăш, ирхи, каçхи тата ытти кĕлĕсене чунпа йышăнса вулама пĕлмелле.

Переченьте палăртнă документсене, сăн ÿкерчĕке тата "Тĕн училищинче эпĕ мĕншĕн вĕренесшĕн" темăпа çырнă кĕске сочинение йышăну комиссине çурла уйăхĕн 15-мĕшĕччен пырса памалла.

Йышăну условийĕсене электрон адреспа /http:/ /www.cheb-eparhia.ru/ orgs.aspx?tupe-education& id-11/. вырнаçтарнă.

Çурла уйăхĕн 20-26-мĕшĕсенче вырăс чĕлхипе /изложени/, чиркÿ юрри енĕпе экзамен тытмалла.

Училище адресĕ: Шупашкар хули, К.Иванов урамĕ, 5 çурт. Телефон: + 7 /8352/ 58-59-58.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.