Комментари хушас

11 Утă, 2014

Чие йывăçĕ

Кашни килте тенĕ пекех чие йывăçĕ пур. Чылайăшĕ унăн çырлипе çеç усă курать. Çав вăхăтрах чиен çулçи те, турачĕ те, чечекĕ те – пурте усăллă. Вĕсене йывăç сĕткенĕ куçма тытăнсан пухмалла. Çырла тунипе (плодоножка) вăррине вара çулла хатĕрлемелле.

Ангинăпа тонзиллит чухне 1 стакан шыва 10 г чухлĕ типĕтсе вĕтетнĕ чие турачĕ ярса 30 минута яхăн вĕретмелле. Унтан сăрăхтармалла, малтанхи виçе чухлĕ пуличчен вĕретнĕ шыв хушмалла. Шăл туни шыçсан та ку шывпа çăвара чÿхеме юрать.

Сăмсаран юн кайсан тин вĕретнĕ 1 стакан шыва 10 г типĕтнĕ çулçă ярса хупласа çур сехете яхăн лартмалла. Ваткăна хайхи шывпа йĕпетсе сăмса шăтăкне чикмелле.

Чие çулçипе çырла тунине вара шăк хăвалама усă курмалла. Вĕреме кĕнĕ 1 стакан шыва ăна 10 г ярса çур сехете яхăн вĕретмелле, сăрăхтармалла, вĕретнĕ шыв хушса малтанхи виçене çитермелле. Кун тăршшĕнче чей вырăнне пĕчĕккĕн ĕçсе пĕтермелле.

Пыршăлăх тонуссăрлăхĕ чухне, хулăн пыршăн лăймака сийĕ шыçсан (колит) чие туратне вĕтетсе (2 кашăк) термоса ямалла, вĕреме кĕнĕ 1,5 стакан шыв хушмалла. Пĕр каç тăрăлтарса лартмалла. Ирпе сăрăхтармалла. Кунне 3 хут, апат умĕн 20 минут маларах, çуршар стакан ĕçмелле. Çапла икĕ уйăх таран сипленмелле.

Ӳт тăртанса тăрсан 2 стакан шыва 2 кашăк чухлĕ çырла туни вĕтетсе ямалла, пăс çийĕн 15 минута яхăн тытмалла. Сехете яхăн тăрăлтарса лартнă хыççăн сăрăхтармалла, кунне 3 хут, апат умĕн, çуршар стакан ĕçмелле.

Сыпăсем ыратаççĕ-и? Апла 5 л шыва пĕр ывăç чухлĕ чие турачĕ ярса 15 минута яхăн вĕретĕр, 2 сехет тăрăлтарса лартăр. Чей вырăнне ĕçĕр.

Язва чирĕ, пысăк йÿçеклĕ гастрит, сахăр диабечĕ чухне чие сĕткенне ĕçме сĕнмеççĕ. Çакна та ас тăвăр: çырла тĕшши пыршăлăхра ирĕлнĕ май, сиенлĕ кислота кăларать. Чие çырлине виçесĕр нумай çини шăл эмальне сиенлет, çавăнпа çырла çинĕ хыççăн çăвара кăшт тăвар хушнă шывпа чÿхемелле.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.