Комментари хушас

30 Раштав, 2019

МЧС ĕçченĕсем професси уявне паллă тунă

Кăрлачăн 27-мĕшĕнче Раççей МЧСĕн ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Шупашкарта та çак куна савăнăçлă лару-тăрура уявларĕç, çулталăка пĕтĕмлетрĕç, хисеп паллине тивĕçнисене чысларĕç.

Çăлавçăсен ĕçĕ чи йывăррисенчен тата пархатарлисенчен пĕри. Кану та çук вĕсемшĕн, çын пурнăçне çăлассишĕн хăйсем çинчен те манаççĕ.

— Иртнĕ тапхăрта пушарпа çăлав службин ĕçченĕсем 1430 çĕре çитсе пушар сӳнтернĕ, 151 çынна çăлнă, — пĕлтерчĕ Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн ертӳçи Станислав Антонов генерал-майор мероприятие пуçланă май. — Çул-йĕр çинче сиксе тухнă 870 инкекрен хăтарнă. Тĕп çитĕнӳсенчен пĕри — инкекпе кĕрешнĕ вăхăтра çăлавçăсенчен пĕрне те çухатмарăмăр, пурте ырă-сывă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин çăлавçăсене ĕçĕ-хĕлĕшĕн тав турĕ, çĕршыври лайăх пурнăç вĕсенчен килнине палăртрĕ. Чрезвычайлă лару-тăрусенчен хăтарнăшăн вăл Чăваш Республикин федерацин пушара хирĕçле службин 4-мĕш отрячĕн ертӳçине Евгений Афондеркина, Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн кадрсен пайĕн тĕп эксперт специалистне Владислав Мельника, Чăваш Енри МЧСăн шыравпа çăлав отрячĕн пĕрремĕш класс çăлавçине Сергей Егорова, Сосновка поселокĕнчи 9-мĕш пушар чаçĕн пушар автомобилĕн водительне Игорь Якимова Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав хучĕпе чысларĕ.

Чăваш Енри Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ Сергей Павлов шыравпа çăлав отрячĕн шыравпа çăлав подразделенийĕн ертӳçине Александр Петрушкина, Шупашкарти 6-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн ертӳçине Евгений Васильева тата Шăмăршăри 42-мĕш пушар чаçĕн пушар автомобилĕн водительне Петр Краснова Хисеп тата Тав хучĕсемпе чысларĕ.

«Дорисс-безопасность» тулли мар яваплă общество инженерне Игорь Петрова «За отличие в ликвидации последствий чрезвычайных ситуаций» медальпе чысларĕç. «За безупречную службу» медале вара Кризисла лару-тăру управленийĕн /ЦУКС/ водителĕ Андрей Няга тата пушарпа çăлав 39-мĕш уйрăмĕн пушарнăйĕ Алексей Никитин тивĕçрĕç. «За отличие» тата «За заслуги» кăкăр паллисене ЦУКС мониторингпа прогноз пайĕн ертӳçи Сергей Кузнецов, пĕчĕк карапсемпе ĕçлекен патшалăх инспекторĕ Максим Михайлов тата çынсен шыв обьекчĕсем çинчи хăрушсăрлăх пайĕн ертсе пыракан эксперчĕ специалисчĕ Ольга Курдиманова илчĕç.

«Отличный пожарный» кăкăр паллипе пушарпа çăлав 7-мĕш чаçĕн старшинине, пушарпа çăлав 17-мĕш чаçĕн аслă пушарнăйне Алексей Цыганова тата пилотсăр вĕçекен аппаратсен ушкăнĕн ертӳçине, ятарлă пушарпа çăлав чаçĕн ĕçченне Петр Кадкина чысланă.

Çавăн пекех çăлавçăсен ĕçне массăллă информаци хатĕрĕсенче лайăх çутатнăшăн «Чăваш Ен» ПТРК программисен ертӳçи Елена Дмитриева тата «Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕн» редакторĕ Татьяна Трофимова Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç. «Хыпар» издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕн корреспонденчĕ Лариса Петрова «Огненное перо» конкурса хутшăннине çирĕплетекен сертификатлă пулчĕ.

www.hypar.ru

Лариса ПЕТРОВА. Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн сăн ÿкерчĕкĕсем.