Комментари хушас

5 Пуш, 2020

Кашни ыйту халăхшăн пĕлтерĕшлĕ

ОМС фончĕн бюджечĕ, нумай ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтересси, ачасене 1-мĕш класа йышăнасси, «Вăрçă ачисем çинчен» саккун проектне хатĕрлесси, Семен Ислюков ятне вилĕмсĕрлетесси… Çак тата ытти ыйтăва паян ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн ларăвĕнче пăхса тухрĕç.

ЧР сывлăх сыхлав министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Степанов паллаштарнă саккун проекчĕ ОМС фончĕн 2020 çулхи бюджечĕн тĕп пайĕсене улшăнусем кĕртессипе çыхăннă. Тĕпрен илсен, проект тăкаксен пайне ÿстерессине палăртать, медицина ĕçченĕсен квалификацине ÿстерме, медицина оборудованийĕсем туянма, юсама ытларах укçа-тенкĕ уйăрма сĕнет.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев патне чăваш чĕлхине сыхласа хăварас, аталантарас, вĕрентес енĕпе патшалăх программине йышăнма ыйтса чĕнÿ хатĕрленĕ. Депутатсем унăн проектне те пăхса тухрĕç. Вĕсем кунашкал программа Тутар, Пушкăрт республикисенче, Тывара пуррине, унăн тĕллевĕ çынсене тăван чĕлхепе ытларах калаçма хавхалантарасси пулнине палăртрĕç.

Ачаллă çемьесене пулăшассине патшалăх яланах пысăк тимлĕх уйăрать, унăн мехнаизмĕсене лайăхлатса пырас тĕлĕшпе çулсерен ытларах та ытларах ĕçлет. ЧР ĕçлев министрĕн заместителĕ Алина Кузнецова пĕлтернĕ тăрăх, акă РФ Президенчĕн Федераци Пухăвне янă Çырăвĕпе килĕшÿллĕн кăрлачăн 1-мĕшĕнчен социаллă пулăшăвăн хушма мерисене çирĕплетнĕ. Çак шутра федерацин амăшĕн капиталне тăсасси тата ÿстересси, унăн виçине çулсерен индексацилесси. Çавăн пекех кăрлачăн 1-мĕшĕ хыççăн çуралнă çемьери пĕрремĕш ачашăн амăшĕн капиталне парасси, иккĕмĕшĕн параканнин виçине 150 пин тенкĕ ÿстересси вăя кĕрет. Кунсăр пуçне социаллă контракт та чылай çемьешĕн курăмлă пулăшу пулĕ.

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен вăхăт нумай пулин те 1-мĕш класа каяс текенсен ашшĕ-амăшĕшĕн халех хĕрÿ тапхăр пуçланнă. Вĕсем нарăсăн 1-мĕшĕнчен ывăлĕ-хĕрне шкула яма ыйтса заявленисем çырма пуçланă. ЧР вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Яковлев пĕлтернĕ тăрăх — пуш уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне 5900 ыйту /палăртнин 76,6 проценчĕ/ йышăннă.

Комитет членĕсем çавăн пекех «Вăрçă ачисем çинчен» саккун проектне хатĕрлеме ĕç ушкăнĕ туса хума йышăнчĕç. «Чăваш Республикинчи агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен союзĕ» общество организацийĕ Семен Ислюков ятне вилĕмсĕрлетме сĕннине те ырларĕç.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.