Комментари хушас

4 Çĕртме, 2020

Олег Николаев кордодромри ӗҫсемпе паллашнӑ

Республикăра çивĕч ыйту сахал мар. Вĕсене татса памалли çул-йĕре Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев муниципалитетсенчи лару-тăрупа паллашнă хыççăн палăртать.

Паян Олег Николаев Çĕнĕ Шупашкарта пулчĕ. Кунта вăраха кайнă строительство тата реконструкци объекчĕ темиçе те. Сăмахран, кордодром. Унăн строительствине 2012 çултах пуçарнă. Анчах вăл тĕрлĕ сăлтава пула чарăнса ларнă. Кăçалхи пуш уйăхĕнче Олег Алексеевич хушнипе кордодром строительствипе çыхăннă ыйтусемпе канашлу ирттернĕ. Çакăн хыççăн Çĕнĕ Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Ольга Чепрасова предприятисенчен стройкăна вĕçлеме пулăшу ыйтнине пĕлтерчĕ. Ырă çынсем тупăннă. Çĕртмен 3-мĕшĕнче Ю.Егоров предпринимательпе килĕшӳ тунă. Вăл пĕр уйăхра кордодром лаптăкне дренаж хума шантарнă. Сăмах май, ку вырăнта шыв тăрать. Çавăнпа ку ĕç-хĕле пурнăçламасăр кордодром авиамоделировани кружокне çӳрекенсемшĕн ăнăçлах пулас çуккине палăртрĕ Ольга Чепрасова.

«Объект тавра нумай шăв-шав пулчĕ. Çапах малашне лару-тăру лайăх енне улшăнасса шанма пулать. Спонсорсем тупăннă, вĕсем пулăшнипе строительствăна вĕçлеме пултарăпăр. Ачасен пултарулăхне аталантармаллах, кун валли пирĕн условисем туса памалла», — терĕ Олег Николаев. Каплах пулсан çитес вăхăтра авиамоделистсен ĕмĕчĕ туласси иккĕлентермест. Вĕсем çак лаптăкра тахçанах тренировкăсем ирттерме хатĕрленеççĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА сăн ÿкерчĕкĕсем