Комментари хушас

10 Юпа, 2025

Виçĕ паттăра асра тытса

Çĕршывăн пулас патриочĕсене воспитани парасси — тĕп хулари вĕрентӳ тытăмĕн тĕллевĕсенчен пĕри. Çамрăксем ятарлă акцисене, паттăрсене асра тытассипе çыхăннă пуçарусене хутшăнаççĕ. Шупашкарти шкулсенче Пĕтĕм Раççейри «Герой партти» акцие пĕрремĕш хут çеç йĕркелемеççĕ. Вĕренекенсен геройсене тата вĕсен çапăçури историне сăнлакан сĕтелĕ паттăрлăх символĕ тата çитĕнекен ăрушăн тĕслĕх пулса тăрать.

Шупашкарти 29-мĕш вăтам шкулта çак пĕлӳ çуртĕнчен вĕренсе тухнă, СВОна хутшăннă Андрей Порфирьев, Игорь Наштыков тата Сергей Иванов ячĕпе партăсем уçнă. Вĕсем хăй вăхăтĕнче Тăван çĕршыва хӳтĕленĕ, тăнăç пурнăçшăн, лăпкă тӳпешĕн хăйсен пурнăçне шеллемен. Андрей Порфирьев асăннă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн хулари 19-мĕш училищĕре пĕлĕвне малалла тăснă. Каярахпа Северодвинскра хĕсметре пулнă. Андрей 2023 çулхи кĕркунне Тăван çĕршыва хӳтĕлекенсен ретне хăй ирĕкĕпе тăнă. Самарти çар чаçне, мотострелоксен 15-мĕш уйрăм гварди Александра бригадине, «Хура гусарсем» ятпа паллăскерне, лекнĕ. Вăл Авдеевкăна хӳтĕленĕ чухне 2023 çулхи раштавăн 21-мĕшĕнче пуç хунă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн указĕпе килĕшӳллĕн Андрей Порфирьева чи пысăк çар наградисемпе — Жуков медалĕпе тата Паттăрлăх орденĕпе — чысланă. Асăннă наградăсене ăна вилнĕ хыççăн панă. Игорь Наштыков шкулта пĕлӳ илнĕ хыççăн автослесаре вĕреннĕ. Тăван çĕршыва хӳтĕлесси пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланса вăл 2023 çулхи кĕркунне Раççей Оборона министерствипе контракт алă пусма шухăшланă. Ăна Югра хулинчи Кемерево çар чаçĕн легендарлă «Урнă йытăсем» подразделенине командировкăна янă. Игорь хăйне ĕçне чунран парăннă çирĕп салтак пек кăтартнă. Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче, Авдеевка хулинчи хĕрӳ çапăçăва хутшăннă май, Игорь хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр юлашки хушăва пурнăçласа паттăррăн пуç хунă. Раççей Президенчĕн указĕпе ăна «Хастарлăхшăн» медальпе чысланă. Сергей Иванов 9-мĕш класс хыççăн строитель профессине суйласа илнĕ. Техникумра пĕлӳ илнĕ вăхăтрах ДОСААФра автошкулта та вĕреннĕ. Хĕсметре пулнă хыççăн Сергей контракт алă пуснă, ятарлă çар операцине хутшăннă. Вăл 2025 çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕнче чăн-чăн паттăрлăх кăтартса пуç хунă. Асăну церемонине паттăр салтаксен çывăх тăванĕсем, вĕрентекенсемпе шкул ачисем хутшăннă. Вĕренекенсем сăвă вуланă, паттăрсене асăнса пĕр минут шăп тăнă. Асăннă партăсен хушшине чи малтан ларма шкул пурнăçĕнче пултарулăх кăтартнă, спортра, вĕренӳре çитĕнӳсемпе палăрнă ачасем тивĕçнĕ. «Çакăн пек паттăр çынсен ячĕсемпе хисепленекен партăсен хушшине ларма тивĕç пулнишĕн мăнаçланăр», — тенĕ шкул директорĕ Алексей Ляхов.

www.hypar.ru

 

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.