Етĕрне илемленет

19 Пуш, 2020

Етĕрнери Комсомольски урамĕнче иртен пуçласа каçченех техника кĕрлет. Строительсем урамра такăр çул сараççĕ.

Малашне кунта кафе-ресторан, хăна çурчĕ, сувенир лавкки те тума палăртнă. Истори палăкĕсене, библиотекăна, тротуарсене çĕнетмелле. Канма, ачасем валли вылямалли лапамсем тумалла.
2019 çулта Етĕрне пĕчĕк тата истори пĕлтерĕшлĕ хулана хăтлăх кĕртессипе Пĕтĕм Раççейри конкурсра çĕнтернĕ. Çавна май Етĕрне хула тăрăхне истори центрне йĕркене кĕртме федераци бюджетĕнчен 40 млн тенкĕ уйăрнă.
www.hypar.ru

cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас