Атăлпа Кама хутлăхĕнче тĕпленнĕ пирĕн авалхи халăх çинчен ĕлĕкрех Европăн хĕвел анăç пайĕнчи çĕр-шывсенче пĕлсех те кайман. Иртнĕ ĕмĕр варринче вара Чăваш Ене чăн-чăн чăваш арĕсем чапа кăларма пуçларĕç.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене халалланă палăк çинчен, шел те, çулталăкра пĕрре - Çĕнтерÿ кунĕ умĕн - çеç аса илеççĕ хăш-пĕр ялта. Сăваплă вырăна яланах таса та тирпейлĕ тытса тăрассине манать халăх.
Çатракасси ялĕ Чăваш Енре темиçе те: Етĕрне, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар районĕсенче те пур. Муркаш районĕнчех унашкалли - иккĕ. Çак кунсенче çавсенчен пĕринче, Çатракасси ял тăрăхĕнче, пулса куртăмăр.
Ункă - Мăн Çавал юппи, вăл Шупашкар, Çĕрпÿ районĕсем тăрăх юхса иртет. Унăн тăршшĕ - 65 километр. Чăвашсен авалхи çырăвĕнчех çак юхан шывăн илемĕ çинчен асăнса хăварнă. Ункăçум ялĕн ячĕ те Ункă юхан шывĕпе çыхăннă.
Ĕçĕм умĕнче вырнаçнă çул урлă каçма тăрсан тÿрех темшĕн çакăн пек каларăш аса килет. Темшĕнни паллă-ха - питĕ хăрушă вырăна çаврăнчĕ Шупашкарти Иван Яковлев проспекчĕн Пичет çурчĕ умĕнчи çак лаптăк. Малтан кунта юнашарах тенĕ пек икĕ вырăнта светофорсем пурччĕ.