Йышпа ĕç ăнать

Тĕп хулара экологи уйăхлăхĕ пуçланчĕ. Çавна май ентешсен çу хыççăн ĕç сахал мар пуçтарăннă: çырма-çатрари çӳп-çапа, хыт хурапа ӳссе ларнă сукмаксене тирпейлемелле, çулçă пухмалла тата ыт. те.
Шупашкарти Ленин районĕнчи виçĕ общество вырăнĕнче субботниксем иртрĕç. Унта пурăнакансем Хевеш урамĕнчи çырмана, Мир проспекчĕ тата «Татнефть» АЗС таврашĕсене тасатрĕç. Субботника тĕрлĕ ӳсĕмри çынсем тухрĕç. Вĕсем пурте пĕрле пĕр тонна çӳп-çап пуçтарчĕç. Ăна каярахпа утилизацилеме ăсатрĕç.
Акцие 300 ытла çын хутшăннă. Унта Ленин районĕн управлени ĕçченĕсем, хулари организацисен, суту-илӳ предприятийĕсен, АЗС представителĕсем, çавăн пекех хула çыннисем явăçрĕç. «Симĕс Раççей» юхăмăн шухăшĕ ансат: тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕçе кашниех хăйĕн тӳпине хывма пултарать. Тĕллеве пурнăçлама ачасемпе килтен тухмалла та тăван хулана тирпейлеме пулăшмалла», — терĕ Ленин районĕн управлени пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан çумĕ Александр Иванов.
Ентешсем субботника лайăх кăмăл-туйăмпа хутшăнчĕç. Хăшĕпĕри ĕçтешĕсене хăналама кукăль те пĕçерсе тухнă. «Эпир хамăрăн коллективпа кашни çулах субботника хутшăнатпăр. Мероприятие ĕçпе пĕрлĕх уявне çавăратпăр», — палăртрĕ Хевеш урамĕнчи çырмана тасатакан ушкăнри хĕрарăм. Çак субботниксем Пĕтĕм Раççейри «Симĕс Раççей» акцин пĕр пайĕ шутланаççĕ. Вĕсем çынсене пĕрлĕхри ĕç вăйне кăтартаççĕ, тĕп хулана таса та илемлĕ пулма пулăшаççĕ.
Тасалăхшăн тăрăшнă чухне субботниксемпе кăна çырлахса лармалла мар. Коммуналлă службăсем хăйсен ĕçне пурнăçлаççĕ, анчах хулана юратасси кашни çыннăн ансат ĕçĕсенчен пуçланмалла. Таса çăл куçсем, парксемпе урамсем — эпир хамăр пурăнакан вырăна епле тирпейленине кăтартакан паллă. Экологи уйăхлăхĕ малалла тăсăлать. Умра — çĕнĕ акцисем, пулăшу кĕтекен вырăнсем. Тăван тавралăха тирпей-илем кĕртме кăмăл тăвакансене хаваспах кĕтеççĕ.
Тĕп хулари Калинин районĕнче пурăнакансем те санитарипе экологи мероприятине хутшăнчĕç.
Пĕтĕм Раççейри субботникăн тĕп вырăнĕ «Çĕнĕ хула» микрорайон таврашĕнче иртрĕ. Асăннă территорие тирпейлеме Шупашкар хула администрацийĕн Финанс тата Калинин районĕн управленийĕсен, Шупашкар хулин муниципалитет вĕрентӳ учрежденийĕсен централизациленĕ бухгалтерийĕн ĕçченĕсем пулăшрĕç. Сумлă çак мероприятие хутшăннă кашни çын май килнĕ таран тăрăшса вăй хучĕ. Автомобиль шинисем те куç умне пулчĕç. Вĕсене ятарлă техника çине тиесе утилизацилеме ăсатрĕç.
Ĕçченсене çанталăк та пулăшса пычĕ. Янкăр хĕвеллĕ кун вăй хума та савăнăçлă пулчĕ. Йышпа пурнăçланă ĕç пĕлтерĕшлĕ те, курăмлă та.











Комментари хушас