Мария ПЕЧНИКОВА: «Ыран та чăвашлах вĕрентесчĕ!»

13 Авăн, 2014

- Мария Николаевна, 2009-2010 çулсенче тăван чĕлхе вĕрентекенсен форумĕнче пулма тÿр килнĕччĕ, ун чухне Галина Абрамовăпа Алена Ядрицова учительсен тупăшăвне массăллă информаци хатĕрĕсенче çутатнăччĕ. Вулакансене аса илтерни ытлашши пулмĕ: Галина Васильевна "кĕмĕлпе", Алена Андреевна "ылтăнпа" таврăннăччĕ тĕп хуларан. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх - эсир виçсĕр те Йĕпреç тăрăхĕнчен. Вăрман сывлăшĕ пулăшать-и сире çĕнтерÿ туптамашкăн е шăл çыртса малалла талпăнни-и?

- Йĕпреç тăрăхĕ вăрманпа пуяннине пурте пĕлеççĕ. Унта сывлăш та уçăрах, пĕлĕчĕ те çутăрах, çыннисем те ăш пиллĕрех пек. Тата эпĕ çакна асăрханă: пирĕн тăрăхрисем ĕçченлĕхĕпе, малалла талпăнас енĕпе те маттуртарах. Пирĕн ял хĕрĕ Ольга Апчева доярка СССР Аслă Канашĕн депутатĕччĕ, Мăн Упакассинчи Социализмла Ĕç Геройĕн Антон Шордеевăн ячĕ республикипех сарăлнăччĕ. Вулакан ăнланатех: шÿтлетĕп, чăваш пур çĕрте те пĕрешкел ĕçчен. Аристофан калашле, ăçта лайăх - унта тăван çĕр-шыв. Манăн чун Йĕпреç районĕнчи Эйпеçре ирĕклĕрех. Кану çурчĕсене килĕштерместĕп эпĕ. Аттепе анне - Таисия Пикмуловнăпа Николай Иванович Барановсем - ачисене ĕçпе çитĕнтерчĕç, пиçĕхтерчĕç. Уйрăмах анне ял çинче палăратчĕ, ыттисемшĕн тĕслĕхчĕ.

Улăхра ял çыннисем утă çулнине ас тăватăп. Картана ертсе пыраканни, çул уçаканни аннеччĕ. Яланах ăна мала тăрататчĕç. Хăй вара пĕтĕм кĕлеткипе илемлĕн сулăна-сулăна икĕ хăлаç сарлакăш паккус туса пыратчĕ. Аннем тинĕсри пăрçĕмĕрен карапĕн капитанĕ пекех туйăнатчĕ. Вăл - чăн чăваш хĕрарăмĕ. Вăтаелти тĕне кĕмен чăваш Çÿппи Пикмулли хĕрĕ. Эйпеç ялне качча тухсан çеç Христос тĕнне йышăннă. "Таиçпе /аннене çапла чĕннĕ/ ăмăртса çулма çăмăл мар", - тетчĕç ялта. Нумай вăхăт фермăра ĕçлерĕ. 40 литр кĕрекен сĕт бидонĕсене харăсах иккĕ çĕклесе утатчĕ. Аттен алли-ури çыпăçуллăччĕ. Вăл тума пĕлмен ĕç пулман. Хăй вăхăтĕнче конюхра, склад пуçлăхĕнче ĕçлерĕ. Нумай вăхăт Калинин ячĕллĕ хуçалăхăн юсав ушкăнне ертсе пычĕ. Кĕнеке, хаçат-журнал юратнăран ачисене вулама-çырма ир вĕрентрĕ. Шкула кайичченех кĕнеке шĕкĕлчеме хăнăхрăм. "Пионер сасси", "Коммунизм ялавĕ", "Çĕнтерÿшĕн" хаçатсене, "Ялав", "Тăван Атăл" журналсене юлашки сас палличченех вуланă темелле. Ĕçе тĕплĕн тăвасси аннерен, ăс-хакăлĕпе шухăшлавĕ - аттерен. Шкулта пур предмета та çăмăллăнах парăнтарнă. Математикăпа физика, химипе биологи, чĕлхесемпе литература ытларах кăмăла каятчĕç. Шăла çыртса малалла талпăнмасан шурлăхра путма та пулать.

- Мускаври конкурсран çĕнтерÿпе таврăннăранпа 2 çул иртсе кайрĕ. Урам тăрăх утса пынă чухне "Мария Николаевна пырать" текенсен йышĕ ÿсрĕ-и е чакрĕ-и? Автограф ыйтакансем те хыçалтан чупаççĕ пулĕ. Эпĕ ас тăвасса, унта Лăпкă океан хĕрринчи нанаецсем, Камчаткăри коряксем, Çĕпĕрти якутсемпе тувинецсем, Кавказри осетинецсем, чеченсем, паллах, Атăл тăрăхĕнчи мăкшăсемпе марисем хастар хутшăнаканччĕ. Камсемпе туслашрăр? Хăш халăх педагогĕн опычĕпе хăвăр ĕçре усă курма пултартăр?

- Шÿтшĕн тавах. Кашниех хăйĕн тăрăхĕнче ырă ят çĕнсе илнĕ. Анат Чаллăри 17-мĕш вăтам шкулта тутар чĕлхипе литературине вĕрентекен Р.Латыпов уйрăмах кăмăла кайрĕ. Мордва Республикинчи Ардатов районĕнче Баев вăтам шкулĕнче ирçе чĕлхине вĕрентекен Н.Бояркинăран та вĕренмелли сахал мар. Компьютерпа усă курса ачасен пуплевне аталантармалли паха урок пама пултарчĕ. Камчатка крайĕнчи Анавгай вăтам шкулĕнче эвенк чĕлхине вĕрентекен М.Тарасова юмахсене тишкернĕ чухне пукане театрĕн элеменчĕсемпе усă курни килĕшрĕ. Унсăр пуçне 5-мĕш ăсталăх класне чăваш чĕлхине вĕрентекен 2 педагог хутшăнни маншăн пĕчĕк сенсаци евĕрех пулчĕ. Яковлев, Ивановпа Çеçпĕл аталантарнă чĕлхе илемне Чĕмпĕрти 55-мĕш шкул вĕрентекенĕпе Светлана Марышевăпа пĕрле уçма тăрăшрăмăр.

- Туслă çыхăну йĕркеленчĕ пулĕ?

- Унсăр мар ĕнтĕ. Нумайăшĕнпе адрессемпе ылмашăнтăмăр. Кабардин-Балкар Республикинчен пынă Д.Глашевăпа пĕр кунтах çуралнă иккен. Санкт-Петербургри 13-мĕш вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.Любавская, тува чĕлхине вĕрентекен А.Байыр-оол, авар чĕлхин специалисчĕ Г.Магомедова... Пурне те ăçтан асăнса пĕтерĕн.

- Паянхи тĕллевсем?

- Ачасене республика историйĕпе культури урлă чăваш чĕлхипе таса та илемлĕ калаçма вĕрентесси. Çавна май ĕлĕкхипе паянхи, халăх улăпĕсемпе паллă вырăнсем, ялпа хула пурнăçĕнчи çитĕнÿсем яр уççăн курăнччăр. Уроксенче халăхсен хутшăнăвне мала кăларма тăрăшатăп. Тĕслĕхрен, Митта Ваçлейĕн пултарулăхĕпе синкерлĕ шăпи вырăс литературинче тарăн йĕр хăварнă А.Солженицынпа В.Шаламов прозаиксенни пек: çĕр-шыв пуласлăхĕшĕн çунни, çав вăхăтрах ГУЛАГ лагерĕсенче тертленни. Тĕллевĕм, каларăм-çке, ачасене чăваш чĕлхи урлă Раççее, Тăван çĕр-шыва юратма вĕрентесси. Тата ирхине вăрансан "ыран та ачасене чăвашлах вĕрентесчĕ" тесчĕ.

- Эсир - кĕнеке авторĕ. Мария Печникова шкул ĕçĕпе кăна лăпланса ларать тесен тĕрĕсех мар паллах. Пултарулăха мĕнле аталантарса пыратăр?

- Чăваш чĕлхипе иртекен конкурссене сăнасах тăратăп. Чылай чухне эссе жанрпа çырнă хайлав ыйтаççĕ. Пытармастăп: юлашки тапхăрта ăна ытларах та хисеплеме пуçларăм пулмалла. Эссере илемлĕ литература палăрăмĕ те нумай, çав вăхăтрах журналистикăри очерк мелĕсемпе те усă курмалла. Унтах факт та пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Пушă вăхăтра эссе çырма хăтланатăп. Ун пек опыт пур. Пĕр-иккĕшĕ республика пичетĕнче те кун çути курчĕ.

- "Педагогикăри пысăк ăсталăхшăн" номинацире Раççей шайĕнче çĕнтернĕ педагогпа вĕренекенсен хушшинчи çыхăнусем еплерех?

- Шкулти кашни класс вĕренекенне юрататăп. Литература пурнăçри йывăрлăхсене чăтăмлăн тÿссе ирттерме вĕрентет. Ачасемпе пĕрле хайлавсене тепĕр хут вуланă хыççăн чĕре çăмăллăнах тапма пуçлать. Урокра час-часах тавлашусем сиксе тухаççĕ. Ку мана савăнтарать çеç. Ан тив, ачасем тупăшчăр, шухăшлаччăр. Маншăн ачасен юратăвĕпе хисепĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ!

- Сирĕн тĕп тыл - мăшăрăр, республикипех паллă меслетçĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ Олег Печников. Чăваш чĕлхине вĕрентекенсем Олег Ивановича нумай кĕнеке авторĕ пек пĕлеççĕ. Вăл çамрăк чухнех "Вутчуль" театрта вылянине ас тăватăп.

- Мăшăрăм - хам пекех педагог. Артист пултарулăхĕ кашни учительтех тĕвĕленнĕ. Çавăнпа аса илтерем: чăвашсем лашине мухтакан çуран çÿренĕ тетчĕç-и-ха... Кашни халăхăн хăйĕн ахахĕ, хăйĕн мерченĕ.

- Халăх сурсан кăна кÿлĕ пулнине мĕн ачаран пĕлетпĕр. Халĕ эсир чăваш чĕлхине вĕрентекен учительсен хушшинче - сумлисенчен пĕри. Çапах сирĕн те туссем, вĕрентекенсем, ĕçре тĕрев паракансем пур. Камсен умĕнче ятран каласах пуç таяс килет?

- Тĕрĕсех, пысăк лава пĕччен туртаймăн. Шкул директорĕ И.Васильева яланах йывăр вăхăтра алă пама хатĕр. Ираида Васильевна администратор кăна мар, шанчăклă юлташ та. Кĕнеке çырас ĕçре Шупашкарти 59-мĕш вăтам шкулти Г.Абрамовăпа канашлатăп, Йĕпреçри 1-мĕш вăтам шкулти А.Ядрицовăпа туслă çыхăну тытатпăр.

- Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн Раççей телекуравĕ кашнинчех педагогăн чысĕ, кăмăл-сипечĕ çинчен аса илтерет. Иртнĕ эрнере кăна-ха Пĕрремĕш каналпа Андрей Малаховăн "Пусть говорят" кăларăмĕнче çарамасланнă учителĕн сăн ÿкерчĕкĕсене Интернетра вырнаçтарнине сÿтсе яврĕç. Иртнĕ çул Самарти пĕр учительница тавра хивре калаçнăччĕ. Çакна мĕнле хаклатăр?

- Кун пирки сăмахăм татăклă. Пирĕншĕн, учительсемшĕн, кăмăл-сипет малти вырăнта. Тепĕр енчен педагогăн ятне варалакан кăларăмсене, тен, эфира кăлармалла та мар. "Школа" фильма аса илсен халĕ те çÿç-пуç вирелле тăрать.

- Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа, Мария Николаевна!

- Тавтапуç.

Анатолий АБРАМОВ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.