Алла САЛАЕВА, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР вĕрентӳ министрĕ: «Суйлава хутшăнасси – ырă малашлăха ĕненекен кашни çыннăн тивĕçĕ»

17 Авăн, 2021

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР вĕрентӳ министрĕ Алла Салаева Коопераци институтĕнчи суйлав участокĕнче сасăларĕ.

«Суйлава хутшăнасси — ырă малашлăха ĕненекен кашни çыннăн тивĕçĕ. Вăл хăйĕн пуласлăхĕшĕн, республика, çĕршыв аталанăвĕшĕн сасăлать», — терĕ Алла Леонидовна. Хăй суйлава чи малтанхисен йышĕнче хутшăннине палăртса çапла каларĕ: «Эпĕ хамăн тивĕçе пурнăçларăм. Ытти чухнехи пекех хамăн шухăша тĕпе хурса сасăланинчен ĕç кунне пуçларăм». Ку ĕçе ыттисене те хастар хутшăнмашкăн чĕнсе каларĕ вăл.

www.hypar.ru Марина Тумаланова сăн ÿкерчĕкĕсем

 

Комментари хушас