Çамрăк стоматолога килĕштереççĕ

22 Утă, 2020

Çĕнĕ Шупашкар хулинчи стоматологи поликлиникинче çĕнĕ специалист, Никита Новокрещенов, ĕçлеме пуçланă. Каччă И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Хĕрлĕ дипломлă специалист, ординатор. Ÿлĕмрен чăн-чăн специалист пулса тăма ĕмĕтленет.

Çамрăк тухтăр шухăшпа шур пÿрт лартаймассине аван ăнланать. Студент чухнех вăл ăслăлăх ĕçĕсене хутшăннă, конференцисенче тухса калаçнă, ăслăлăх кружокĕсене çÿренĕ, пилĕк ытла ăслăлăх ĕçĕ пичетленĕ. 2019 çулта ЧПУран вĕренсе тухнă чи лайăх 100 студент шутне кĕнĕ. Никита фармакологи, клиника фармакологийĕ тата биохими факультетĕнче те ĕçлет. «Теори практикăсăр чĕрĕ мар», – тесе шухăшлать каччă. Ÿлĕмрен аспирантурăна вĕренме кĕресшĕн.

Стоматолог-хирург пулса Никита ĕçе кÿлĕннĕренпе вăхăт нумаях иртмен пулин те унăн ĕçĕпе кăмăллă пациентсем халех пур. «Никита Новокрещенов стматолог-врача чунтан тав тăватăп. Питĕ лайăх, тимлĕ, пархатарлă, ылтăн стоматолог!» – хăпартланса тав тунă, тĕслĕхрен, В.П. Панина пациентка.

Çамрăк тухтăра ĕçтешĕсем те мухтаççĕ. Терапи стоматологи уйрăмĕн заведующийĕ Оксана Григорьева Никита Новокрещенова яваплă та талпăнуллă специалист тесе хаклать.

Никита Сергеевич коллектива тав тăвать. Аслă тухтăрсем ĕçе хăнăхтарнине кăмăлтан палăртать вăл. «Опытлă ĕçтешĕмсенчен яланах пулăшу ыйтма пулать, вĕсем нихăçан та хирĕçлемеççĕ. Александр Капитонов маншăн – 1-мĕш номерлĕ хирург! Яланах сĕнÿ-канашпа пулăшать. Евгений Данилов васкавлă пулăшу службинче тăрăшса пуян опыт пухнă. Вăл ĕçе шухăшласа пурнăçлама вĕрентет. Лев Антонов – манăн тантăш, унпа пĕр чĕлхе çăмăллăнах тупрăм», – хавасланать çамрăк специалист.

Çĕнĕ Шупашкарти стоматологи больницинче персоналпа кирлĕ пек ĕçлессине мала хураççĕ. Унтисем çамрăксене çул кăтартса, пулăшса пыраççĕ.

www.hypar.ru novstom21.med.cap.ru căн ÿкерчĕк.

Рубрика: 

Комментари хушас