Çĕнĕ МРТ аппарат туяннă

16 Авăн, 2020

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ача-пăча клиника больницин ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Кунта кăçал республика бюджечĕн укçи-тенкипе юсав ĕçĕсем ирттернĕ, «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн тĕнче стандарчĕсене туллин тивĕçтерекен МРТ аппарачĕ туяннă.

Олег Николаев палăртнă тăрăх, республикăра ачасен сывлăхне сыхласси, сиплев учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетесси тĕпре тăрать. «Чăваш Республикинче пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ пама май пурри чăннипех те савăнтарать. Çĕнĕ аппарат тĕрлĕ чир сăлтавне тĕплĕ тĕпчесе палăртма, чирлисене вăхăтра пулăшма май парать. Малашне те çĕнĕ оборудовани туянассине тĕп хурăпăр. Çавăн пекех çитес вăхăтра Гладков урамĕнче ачасен реабилитаци центрĕн строительствине пуçарма палăртатпăр», — терĕ Олег Николаев.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Рубрика: 

Комментари хушас