Свердловск облаçĕнчи хĕре пулăшнă

3 Авăн, 2020

Республикăн каридологи диспансерĕнчи хирургсем Свердловск облаçĕнчи 23 çулти хĕре операци тунă. Чĕре чирне пула вăл кĕтмен çĕртен кирек хăш вăхăтра вилме пултарать.

Шупашкарти тухтăрсем çамрăк пациентăн ÿчĕ айне ятарлă монитор вырнаçтарнă. Пĕчĕк флеш-карта пысăкăш регистратора кăкăр клетки тĕлне ÿте 1 сантиметр таран касса кĕртсе лартнă. Электрокардиограммăна çырса илекен монитора 1-3 çуллăха вырнаçтараççĕ. Вăл чĕре ĕçне сăнаса тăрса ăна епле сиплемеллине тĕрĕс палăртма кирлĕ.

Хĕр тĕрлĕ клиникăри никама пăхăнман 8 кардиохирург патне йышăнăва кайнă. Вĕсенчен чылайăшĕ ятарлă прибор лартмаллине палăртнă, анчах вырнаçтарма килĕшмен. Пирĕн патри кардиологсем хĕре тĕрĕсленĕ хыççăн монитора вырнаçтарнă. Сипленнĕ хыççăн пациент амăшĕ пулма ĕмĕтленет. Халĕ вăл чĕре чирне пула ку утăма тăваймасть.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ. medicin.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас