Новости по теме

16 Чÿк, 2025

"Чӗкеҫ" фестиваль: сцена ҫинче – якут театрӗ

Наци театрĕсен «Чĕкеç» фестивалĕн 6-мĕш кунĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çине П.А.Ойунский ячĕллĕ Саха академи театрĕн артисчĕсем тухрĕç. Якутсем Василий Яковлев-Далан хайлавĕ тăрăх лартнă «Глухой Вилюй» драма кăтартрĕç.

23 Авăн, 2025

Пичет çуртĕнче «Хыпар» парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнирăн йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ

Ăна «Хыпар» Издательство çурчĕн ертÿçи Виктория Вышинская ертсе пычĕ. Ларăва çавăн пекех республикăри кире спорчĕн федерацийĕн ĕç тăвакан директорĕ Иван Шепелин хутшăнчĕ, вăл ăмăртупа çыхăннă тĕп ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ.

13 Авăн, 2025

Суйлавра – 101 çулти кинеми

Елчӗк округӗнчи Таяпа Энтри ялĕнче пурăнакан 101 çулти Анисия Антоновна Евдокимова суйлава паян хутшăнчĕ. Пӗр ӗмӗр урлӑ каҫнӑ пулсан та хăй тĕллĕн утать вăл, çавна май культура çуртне те хăй урипе утса çитнĕ.

Суйлава хутшăнмасăр тăма пултараймастăп. Пĕр сасăлава та сиктермен халиччен. Паян эпĕ алла бюллетень илсе Чăваш Ен пуласлăхĕшĕн сассăма паратăп, ăна урнăна ярса Чăваш Ен аталанăвĕшĕн сасăлатăп, — терӗ Анисия Антоновна.

13 Авăн, 2025

Суйлав кӑсӑклӑ самантсемсӗр иртмест

Суйлавӑн иккӗмӗш кунӗ Общество сӑнавӗн центрӗнче муниципалитетсемпе йӗркеленӗ видеоконференцирен пуҫланчӗ.

Элӗк, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Красноармейски, Канаш округӗсен представителӗсем суйлав еплерех иртни пирки каласа кӑтартрӗҫ, кӑсӑклӑ самантсемпе паллаштарчӗҫ.

Pages