Яваплăх пулмасан сыхлăх та иккĕленӳллĕ
Хуласемпе округсенче Правительство кунĕсем вĕçленчĕç, анчах, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура палăртнă тăрăх, çав тĕлпулусенче сӳтсе явнă ыйтусемпе ĕç пуçланать кăна-ха.
Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:






«Паян Правительство кунне Шупашкарта, çак пысăк залра, ирттерес терĕмĕр. Мĕншĕн тесен Шупашкар округĕ — чи пысăккисенчен пĕри. Вăл республика аталанăвне пысăк тӳпе хывать. Пирĕн паянхи тĕллев — 5 çул хушшинче пур отрасльте те тунă ĕç-хĕле пĕтĕмлетесси, çитес 6 çул валли çĕнĕ тĕллевсене палăртасси», - çапла каласа уçрĕ Шупашкар округĕнчи Правительство кунне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.









