Пĕрисем вĕçлеççĕ, теприсем пуçăнман та

6 Çу, 2019

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн чылай районне çитсе çур аки епле пынипе тĕплĕн паллашрĕ.
Шупашкар районĕнчи "Прогресс" АХОн гендиректорĕ Сергей Ванюшкин пĕлтернĕ тăрăх, механизаторсем юлашки гектарсем çинче çурхи тулă акаççĕ. Хуçалăх тара илнĕ лаптăксене пула кăçал çурхи культурăсене пĕлтĕрхинчен ытларах акма палăртнине пĕлтерчĕ. Çав вăхăтрах тепĕр хуçалăхра хĕрÿ ĕçе пуçăнман та иккен. Район администраци пуçлăхне Владимир Димитриева хуçалăх ертÿçисенчен çирĕп ыйтманшăн Михаил Игнатьевран ÿпкев сăмахĕ лекрĕ.
Республика Пуçлăхĕ çавăн пекех Элĕк районĕнчи "Новый путь" ЯХПК сĕт-çу фермине, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн, Канаш районĕнчи "Пионер" тулли мар обществăн, Елчĕк районĕнчи "Слава картофелю-Яльчики" агрофирмăн уй-хирĕсене çитсе курчĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас