Шырав отрячĕсен хастарĕсем фестивале пухăнчĕç

4 Раштав, 2021

Етĕрне районĕнчи «Сăрçи шурăмпуçĕ» кану базинче йĕркеленĕ республикăри шырав отрячĕсен «Чĕре ас тăвăмĕ» фестивалĕ виçĕ куна тăсăлать. Ăна Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă. Ку вырăна ахальтен суйламан: çакăнтан инçех мар хӳтĕлев чикки иртет. Çавăнпах окоп чавнă çĕрте паян ас тăвăм палли вырнаçтарчĕç.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ас тăвăм хальхи çамрăксене хăйсен чун çирĕплĕхне туйма пулăшнине, йăх-несĕлĕн паттăрлăхĕ вăй-хал панине каларĕ, истори страницине çырма пулăшакансене тав турĕ. Паянхи йывăрлăхсем, ун чухнехипе танлаштарсан, ниме тăманнине палăртрĕ. Тылра ĕçлекенсен паттăрлăхне тĕпченине кура музейсене çĕнĕ экспонатсемпе пуянлатнине, мемориалсем уçнине, кĕнекесем пичетленине каларĕ. Олег Алексеевич иртнипе хальхине çыхăнтарни ырă малашлăха çирĕппĕн утма пулăшни çине пусăм турĕ.

Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров тăванĕсене фронтран кĕтсе илеймен çемьесемшĕн шырав ĕçĕ мĕнешкел пĕлтерĕшлине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Беларуçра пурăнакан çын Чăваш Енрен вăрçа тухса кайнисене тупса палăртни çинчен çыру урлă пĕлтернĕ. Хамăр тăрăхра пурăнакансем концлагерьте вилнисен тăванĕсене шырама пуçланă. Çапла майпа ашшĕне ĕмĕрĕпех кĕтнĕ хĕрĕпе çыхăнма май килнĕ. Дмитрий Анатольевич общество организацийĕсен хастарĕсем патшалăх органĕсенче вăй хуракансемпе тачă çыхăнса ĕçленине палăртрĕ.

Раççей Геройĕ Евгений Борисов шырав отрячĕсен йышне истори ас тăвăмĕн управçисемпе танлаштарчĕ. Пуçланă ĕçе малалла тăсмашкăн вăй-хал сунчĕ.

Çакăнтах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче усă курнă япаласен куравне йĕркеленĕ. Вĕсене республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи шырав отрячĕсем çапăçу вырăнĕсенче тупнă.

www.hypar.ru Марина ТУМАЛАНОВА сăн ӳкерчĕкĕсем.

Комментари хушас