Новости по теме

19 Авăн, 2016

Карантин тапхăрĕ вĕçленнĕ

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пăрачкав тата Улатăр районĕсенче Африка мурне тупса палăртнăран карантина хупасси çинчен маларах кăларнă хушăва пăрахăçланă.

Хăрушлăха лекнĕ иккĕмĕш лаптăка пĕчĕклетнĕ. Унта Улатăр, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Комсомольски, Пăрачкав, Çĕмĕрле, Шăмăршă районĕсем, Улатăрпа Çĕмĕрле хулисем кĕреççĕ.

19 Авăн, 2016

Шведсем килнĕ

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Швецирен килнĕ ĕçлĕ çынсен ушкăнне йышăннă. Вĕсене Чăваш Енре выльăх ĕрчетессипе, ял хуçалăх культурисем, вăл шутра хăмла çитĕнтерессипе çыхăннă проектсене пурнăçа кĕртесси кăсăклантарнă.

16 Авăн, 2016

Монохулан малашлăхĕ пысăк

Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш хулинче ĕçлĕ çÿревпе пулчĕ, Чăваш Республикин экономикăпа социаллă тăнăçлăхне çирĕп аталанупа тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвне ертсе пычĕ.

Ĕçлĕ калаçу умĕн республика Пуçлăхĕ хула ярмăрккипе паллашрĕ, сутуçăсемпе хутшăннă май тавар ассортименчĕпе, хаксемпе интересленчĕ, ачасемпе çамрăксен «Локомотив» спорт шкулĕн стадионĕнчи юсав ĕçĕсене пахаларĕ.

16 Авăн, 2016

Геннадий ПРОХОРОВ: Пурнăçра чи киревсĕрри – кĕвĕçÿ, курайманлăх, ăмсану

«Тăван çĕршыва хÿтĕлесси арçын тивĕçĕ пулни çинчен пире пĕчĕкрен каланă, вĕрентнĕ», — тет Геннадий Прохоров. Вăл 1985-1987 çулсенче Афганистанра çар тивĕçне пурнăçланă.

15 Авăн, 2016

Канаш аталанăвĕ валли — 739 миллион тенкĕ

Ĕнер Раççей Федерацийĕн Правительствинче РФ Правительствин Аппарачĕн ертÿçин пĕрремĕш заместителĕ Максим Акимов ертсе пынипе Монохуласене аталантармалли фондăн сăнав канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта инфратытăм валли укçа уйăрассине ырланă.

Çав шутра Чăваш Республикинчи Канаш хули валли инвестици проекчĕсемпе çыхăннă инженерипе транспорт инфратытăмне йĕркелеме — 739 миллион тенкĕ ытла.

15 Авăн, 2016

«Янăш шкулĕн малашлăхĕ пысăкки иккĕлентермест»

Çак кун ачасемшĕн, пĕлÿ çуртне илсе пыракан сукмака виççĕмĕш эрне такăрлакансемшĕн, ĕмĕрлĕхех асра юлĕ: Раççейĕн «тĕп вĕрентекенĕпе» Ольга Васильевăпа юнашар тăрса калаçрĕç, сăн ÿкерттерчĕç.

15 Авăн, 2016

Вунă çулта – 120 ÿнерçĕ

Шăпах çакăн чухлĕ художник хутшăннă Алексей Кокель ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери пленэра вунă çул хушшинче. Алексей Кокель /1880-1956/, Патăрьел районĕнчи Турханта кун çути курнăскер, чăваш профессионал ÿнер искусствин, çавăн пекех Украина станок живопиçĕн йĕркелÿçисенчен пĕри.

15 Авăн, 2016

Кам Путиншăн?

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн рейтингĕсем питĕ пысăк. Çавăнпа политикăри вăйсем пурте халăх килĕштерекен лидер çине «тайăнасшăн». «МК» тĕрлĕ политика партийĕ чăнласах Путин майлă пулнин шайне хаклама шут тытрĕ.

Владимир Путинран хăйĕнчен ыйтнă тăк питĕ ан¬сат пулатчĕ ĕнтĕ, анчах вăл ку ыйтăва халăх умĕнче тата пĕрре кăна мар хуравланă. Вăл «Единая Россия» парти пирки хăйĕн тĕревĕ тата «çĕршыва пухмалли никĕс» терĕ. Анчах ытти парти те хăйсене хавшак та пулин тĕрев пек кăтартассишĕн çине тăрать. Сăмах¬па — çапла. Ĕçпе вара мĕнлерех?

15 Авăн, 2016

Праски Витти: Ача чухне ÿкерме хут та çукчĕ

РФ тава тивĕçлĕ тата Чăваш халăх художникĕн Праски Виттин хваттерне кĕрсен хама  алерейăна лекнĕнех туйрăм — сăрă шăрши сăмсана кăтăклать, стенасем çинче картинăсем çакăнса тăраççĕ: открыткăсем, натюрмортсем, пысăккисем, вăтам калăпăшлисем, ал лаппи пеккисем те пур.

Pages