Новости по теме
Экономика та аталантăр: медицина та
Канаш аталанăв. валли — 739 миллион тенкĕ
Ĕнер Раççей Федерацийĕн Правительствинче РФ Правительствин Аппарачĕн ертÿçин пĕрремĕш заместителĕ Максим Акимов ертсе пынипе Монохуласене аталантармалли фондăн сăнав канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта инфратытăм валли укçа уйăрассине ырланă. Çав шутра Чăваш Республикинчи Канаш хули валли инвестици проекчĕсемпе çыхăннă инженерипе транспорт инфратытăмне йĕркелеме — 739 миллион тенкĕ ытла. Çулсем, тасатакан сооруженисем тумалли пĕтĕмĕшле хакĕ 8 миллиард ытла тенкĕлĕх 15 инвестици проектне пурнăçлама укçа уйăрĕç.
Хăш парти программи халăха çывăхрах?
Раççей вĕренÿ министрĕ Ольга ВАСИЛЬЕВА: Шкул пулсан ял пурăнать!
Ĕнер, авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче, Чăваш Енре «Ял шкулĕн вĕрентекенĕ — Раççей аталанăвĕн векторĕнче» Пĕтĕм Раççейри ял вĕрентекенĕсен 3-мĕш съезчĕ иртрĕ. Унăн ĕçне хутшăнма Раççей Федерацийĕн вĕренÿпе ăслăлăх министрĕ Ольга Васильева килчĕ. Съезда Раççейĕн 62 регионĕнчен 505 педагог хутшăнчĕ.
Ял вĕрентекенĕсен анлă форумĕ пуçласа 2013 çулта Мускавра иртнĕ. Икĕ çул каялла делегатсене Тамбов облаçĕ йышăннă. Черетлĕ пухăва мĕншĕн пирĕн республикăра ирттерме шут тытнине вара тавçăрма йывăр мар: Чăваш Енре юлашки çулсенче вĕренÿ тытăмне аталантарассипе курăмлă улшăну чылай пулса иртет.
Елчĕк ялĕ 428 çул тултарчĕ
Канмалли кунсенче Елчĕк ялĕ хăйĕн çуралнă кунне паллă турĕ. Кăçал вăл 428 çул тултарчĕ. Шăматкун тĕп стадионта Елчĕк районĕнчи çамрăксем футбол стадионĕнче тĕл пулчĕç, туслăх кубокĕшĕн ăмăртрĕç.
Тепĕр кунхи мероприятисем район центрĕнчи Александр Не¬вский ячĕллĕ чиркĕвĕнче литургирен пуçланчĕç.
Туслăх çултан çул çирĕплентĕр
Хăш парти программи халăха çывăхрах?
Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕсем иртеççĕ. Вĕсене хутшăнакан политика партийĕсемпе депутат кандидачĕсем суйлавçăсене унччен хăйсен программисемпе паллаштараççĕ. Вĕсем мĕнпе кăсăклă-ха?
Депутат мандачĕшĕн кĕрешекен, РФ Патшалăх Думинче тахçанах фракци йĕр¬келенĕ темиçе парти хăйсен программи¬пе суйлавçăсене кăсăклантарас тĕллев¬пе журналистсене пухассине пĕлтермерĕ. «Единая Россия» партин республикăри уй¬рăмĕ ирттернĕ пресс-конференцире еди¬нороссем «Чăваш Ен — хăтлă пурăнакан¬сен регионĕ» программăпа паллаштарчĕç.
Хаксене хальхи шайрах хăварасшăн
Республикăри шкулсемпе садиксенче ачасем апатланнăшăн тÿлекен виçе çулталăк пуçламăшĕнче çынсене самаях калаçтарчĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче хаксем мĕнлерех пулĕç- ши — ку тĕлĕшпе хăшпĕр ашшĕ-амăшĕ, тен, пăшăрханма тытăннă-тăр. Çитес вăхăтра лару-тăру еплерех пулассине уçăмлатма Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствипе çыхăнтăмăр.