Новости по теме

4 Авăн, 2015

Йĕпреçри «Патвар» тимĕр вăййине юратакансене кĕтет

Ĕлĕкрех кире пуканĕ йăтассипе ирттернĕ республикăри ăмăртусенче малти вырăнсене пуринчен ытларах Елчĕк, Канаш тата Патăрьел районĕсен атлечĕсем йышăннă. Çĕнĕ ĕмĕр пуçланнăранпа вара Йĕпреç районĕнчи Пучинке тăрăхĕнчи пăхаттирсем савăнтарма пуçларĕç.

4 Авăн, 2015

«Сире «Хĕрÿ лини» итлет...»

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавĕ умĕн Чăваш Енре суйлавçăсемпе çыхăну тытакан «Хĕрÿ линин» пунктне уçма йышăннă. Вăл - республикăри Общество палатипе «Раççейри ирĕклĕ суйлав фончĕ» коммерцилле мар общество организацийĕн пĕрлехи ĕçĕ. Çĕршыври 80 регионта ку тытăм 2007 çултах йĕркеленнĕ. Паянхи кунччен çынсен кунта çитнĕ 89 пин ытла сĕнĕвĕпе çăхавне, ыйтăвне тишкерсе хурав панă. Федерацин 2016 тата 2018 çулсенчи суйлав кампанийĕсем пурнăçланас умĕн «Хĕрÿ лини» пункчĕн пĕлтерĕшĕ татах ÿсĕ. Вăл суйлав тапхăрĕсенче кăна мар, малашне яланах ĕçлĕ.

4 Авăн, 2015

Мĕн шантарнине пурнăçланă

Сентябрĕн 3-мĕшĕнче ЧР наци библиотекинче "Росгосстрах" компанин Чăваш Республикинчи филиалĕн "Страхлакан чи лайăх агентсен клубĕн" I форумĕ иртрĕ. Ĕç кăтартăвĕсемпе чи лайăххисен йышне кĕнисене Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев саламларĕ.

4 Авăн, 2015

Саламлатпăр

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2015 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче кăларнă 114-мĕш Указĕпе килĕшÿллĕн потребительсен кооперацийĕн тытăмне аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн Чăваш Республикин Потребительсен обществисен союзне ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ХИСЕП ГРАМОТИПЕ наградăланă.

***

4 Авăн, 2015

Суд тенкелĕ çинче - садик заведующийĕ

Çĕнĕ Шупашкарти муниципалитетăн ача сачĕсенчен пĕрин заведующийĕ пулнăскер суд тенкелĕ çине ларнă. Ăна служба вырăнĕпе усă курса улталанăшăн тата службăри ултавшăн айăпланă. Хĕрарăма 6 уйăхлăха условнăй майпа ирĕклĕхсĕр хăварнă, 5 пин тенкĕлĕх штрафланă.

4 Авăн, 2015

Эрнипех катаччи чупнă

Следстви комитечĕн Шупашкарти Мускав районĕн пайĕ харăсах тăватă çын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. 16 çулти виçĕ каччă тата вĕсен 21-ри тусĕ вăрăпа çакланнă.

Преступленисенчен пĕри кăçалхи январĕн 4-мĕшĕнче каçхине пулнă. Туссем Шупашкарăн Кăнтăр-хĕвеланăç районĕнчи пĕр гараж çăрине ватнă та шала кĕнĕ, унти "Лифан" автомобиле вăрласа тухнă. Пуçтахсем ют машинăпа ултă кун катаччи чупнă. Татах та çÿретчĕç пуль те - январĕн 10-мĕшĕнче каçхине туссене полици чарнă.

4 Авăн, 2015

"Вĕри" юрату

Юрату пирки каланă чух "хĕрÿллĕ" тени тĕрĕсрех-ха ĕнтĕ, анчах ку тĕслĕхре "вĕри" сăмах вырăнлăрах. Шăпах "вĕри юратăва" пула 50 çулти хĕрарăм тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă, ăна Шупашкар районĕн сучĕ тишкерсе приговор палăртнă ĕнтĕ.

Хĕрарăм упăшкипе хирĕçнĕ. Ÿсĕрскер арçынна капла çĕнтереймессе ăнланнă-ши - тавăрмалли урăх мел тупнă. Тискер мел. Çĕрле 15 литрлă кастрюльпе шыв вĕретнĕ. Унтан савăта çĕклесе упăшки çывăракан пÿлĕме кĕнĕ те вĕри шыва арçын çине тăкнă.

4 Авăн, 2015

Хĕре питĕ шел

Шупашкарти Мир проспектĕнчи çуртсенчен пĕрин патĕнчи çÿп-çап контейнерĕнче хĕр виллине тупнă. Унăн ÿтне касса икке пайланă та - вĕлерни куçкĕрет. Çак тĕслĕхпе Следстви комитечĕн Калинин районĕнчи пайĕ çийĕнчех Уголовлă кодексăн 105 статйин 1-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă.

3 Авăн, 2015

Хăйсен тивĕçне манмаççĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Правительствăра тунтикунсерен иртекен пĕр канашлура: «Хуçалăхсенче пĕр комбайн та ĕçсĕр ан лартăр!» - тенĕччĕ. Чĕнсе каланă сăмах механизаторсем патне çитрĕ пулас.

Pages