Новости по теме

12 Çу, 2015

Дача амнистийĕ

Чăваш Енри Росреестр управленийĕ çулталăк пуçланнăранпа «дача амнистийĕпе» республикăра харпăрлăх правине регистрацилесси ÿснине палăртнă. Апрелĕн 23-мĕшĕ тĕлне 3423 çын çĕр лаптăкĕн харпăрлăх правине çирĕплетнĕ. Ку иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 60 процент ытларах. 3813-не уйрăм çурт-йĕр тума ирĕк панă. Ку та пĕлтĕрхинчен 59 процент ытларах. 208-шĕ тăвакан е тунă куçман пурлăхăн правине илнĕ /иртнĕ çулхинчен 49 процент нумайрах/.

12 Çу, 2015

Тухăçлă усă курасчĕ

Тăвай тăрăхĕнче çĕрпе тухăçлă усă курма тăрăшаççĕ. Ара, унтан вырăнти бюджета та укçа кĕрет. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта муниципалитет пурлăхĕпе тухăçлă усă курни район хыснине 430 пин тенкĕлĕх пуянлатнă, çав шутра çĕр лаптăкĕсене арендăна панипе - 391 пин тенкĕ. Çĕр сутнипе бюджета 179 пин тенкĕ кĕнĕ.

12 Çу, 2015

Ялхуçалăх валли - тĕпчевсем

Раççей Федерацийĕн ертÿçисем пĕлтернĕ тăрăх - аталанма май паракан тĕпчевсем ирттерекен "Сколково" центр хăйĕн ĕçне анлăлатать. Унта биотехнологипе çыхăннă тĕпчевсем те йĕркелесшĕн. Чи малтанах вĕсем ялхуçалăхне пырса тивнине палăртнă.

Малашне çак тытăмра усă курма май паракан тĕпчевсем пулмалла вĕсем. "Ген инженерийĕпе" мĕн патне çитесси пирки хальлĕхе никам та шарламасть.

12 Çу, 2015

Çĕнĕ тытăм кирлĕ

Раççей правительствин ертÿçи Дмитрий Медведев пĕлтернĕ тăрăх - хальччен усă курман çĕр лаптăкĕсене тухăçлă "ĕçлеттермешкĕн" çĕнĕ майсем шырамалла. Унсăрăн патшалăх чăннипех чухăнланма пултарать.

Ялхуçалăх çĕрĕсене пусă çаврăнăшне кĕртес тĕлĕшпе сĕнÿсем хатĕрлеме премьер-министр яваплă çынсене хушу пама хатĕррине палăртнă. Малтанхи йышăнусенчен усси сахал. "Çĕрпе усă курманшăн е çирĕп ыйтмастпăр, е унпа кирлĕ пек усă курманнине ĕненмешкĕн темиçе çул кĕтмелле", - шухăшне пĕтĕм-летнĕ вăл.

12 Çу, 2015

Шупашкарта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа ирттернĕ митинга хутшăннă

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа ирттернĕ митинга хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче Аслă Аттеллĕх вăрçи чи хăрушă пулăм пулнине, вăл 1418 куна тăсăлнине асăннă.

12 Çу, 2015

Асанкассинче «Геройсене – ӗмӗрлӗх мухтав!» палӑк уҫӑлнӑ

Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Асанкасси ялӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене халалласа «Геройсене – ӗмӗрлӗх мухтав!» палӑка савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗ.

12 Çу, 2015

"Вилӗмсӗр полк" черетлӗ хут иртнӗ

Ҫӗнтерӳ кунӗнче Шупашкарта «Вилӗмсӗр полк» акци ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал та унта самаййӑн хутшӑннӑ. Акцие хутшӑнакансем вӑрҫӑра пулнӑ тӑванӗн портретне йӑтса утнӑ.

Мероприятие геройсем тепӗр хутчен стройра утса курччӑр тесе ирттереҫҫӗ. Колонна Республика тӳремӗнчен пуҫласа Хӗрлӗ тӳрем таран утнӑ.

Тӗнче тетелӗнче акцин сайчӗ пур. Унта фронтовиксене ҫырма, вӗсен историйӗ пирки каласа кӑтартма пулать. Хальлӗхе унта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ 48000 ҫар ҫынни пирки информаци упранать. Вӗсенчен 300 ытла ятне шупашкарсем ҫырнӑ.

Pages