Новости по теме

29 Ака, 2015

Ырă тума васкар

Вăрнар тăрăхĕнчи ентешсем «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх акцине хастар хутшăнаççĕ. Иртнĕ çул марафон пухмачне вĕсем 488,5 пин тенкĕпе пуянлатнă. Пухăннă укçана нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьери ачасене вĕри апатпа тивĕçтерме янă.

Сăваплă çак ĕçе асăннă тăрăхра çулсеренех ытларах çын явăçать. Предпринимательсем, предприяти-организаци ĕçченĕсем, пенсионерсем, студентсем, уйрăм çынсем маттур пулни палăрать. Район администраци ĕçченĕсем те айккинче юлмаççĕ. Ку тĕлĕшпе кăçал та хастарлăх кăтартнă вĕсем.

Ыркăмăллăх марафонне кашни çын хутшăнма пултарать.

29 Ака, 2015

Çемен Элкер (1894-1966)

Çемен ЭЛКЕР (Семен Васильевич Эльгер) 1894 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗнче хальхи Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакассинче ҫуралнӑ. 1915 ҫул пуҫламӑшӗнче ӑна патша ҫарне илнӗ. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче вӑл йывӑр аманса тыткӑна лекнӗ.

29 Ака, 2015

«Пăсланнă» хваттер

Кашниех хăтлă, ирĕклĕ хваттерте пурăнма ĕмĕтленет. Шел, нумайăшĕшĕн вăл ĕмĕтрех юлать. Ăна туянма пурин те нухрат çук çав. Чăн та, чухăн çемьесем валли социаллă çурт-йĕр тума тытăнни хваттерлĕ пулас шанăç çуратрĕ темелле. Шел, унта лекме пысăк черете тăмалла.

- Ан пăшăрханăр, хваттер илме пулăшăп. Администрацире ĕçлекенсем манăн юлташсем, - йăпатнă хайхискерсене 32 çулти арçын. - Черет мĕнле çитнине сиссе юлаймăр.

29 Ака, 2015

Ачине пăвса вĕлернĕ

Ку инкек иртнĕ çул пулса иртнĕ. Вăрнар районĕнчи 37 çулти хĕрарăм çулталăкри пепкине куртка кантрипе пăвса вĕлернĕ.

2014 çулхи июльте хĕрарăм çулталăкри ывăлĕпе ашшĕ-амăшĕн килне кайнă. Çуртра тахçанах пурăнман. Ăна дача вырăнĕнче усă курнă. Унта амăшĕ пĕчĕкскерĕн пурнăçне пĕр шелсĕр татнă. Алăка тул енчен питĕрнĕ те инкек вырăнĕнчен тухса утнă.

Мăнукĕн виллине пахчара ĕçлекен кукамăшĕ асăрханă. Ача кÿмине курсан çурта кĕнĕ.

29 Ака, 2015

Спайс ăçтан тупăннă?

Çак хăрушă наркотик миçе çын пурнăçне татмарĕ-ши? Унччен ăна ирĕклĕнех сутнипе çамрăксем хушшинче вăл хăвăрт сарăлчĕ. Унăн çулне пÿлнĕ, сутма чарнă хыççăн лару-тăру улшăнчĕ темелле. Çапах хăшĕ-пĕри хăнăхнă йăларан ниепле те пăрăнасшăн мар. Наркотик танатине çакланнăскерсем ыттисене те хăйсем хыççăн туртаççĕ.

29 Ака, 2015

Пирĕн малашлăх - сывă тавралăх

Çутçанталăк илемĕшĕн, тасалăхĕшĕн тăрăшакансемшĕн "Парксен маршĕ" акци çав тери çывăх. Тĕнче шайĕнче иртет вăл. Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕ кăçал çак акцие тăпрана халалланă. Биотытăмра вăл хăйĕн тĕллевне пурнăçламан пулсан Çĕр çинче пурнăç пулмĕччĕ.

29 Ака, 2015

Малтан савăннă, кайран куляннă

"Вăрман çĕрĕ ирĕклĕ, мĕн тăвас тетĕп - çапла хăтланатăп", - шухăшпа пурăнма хăнăхнă пулас хăшĕ-пĕри. Малашне виçесĕр хăпартланма май килмĕ. Çакна, тĕслĕхрен, Муркаш район сучĕ пăхса тухнă ĕç аван çирĕплетсе панă.

29 Ака, 2015

Сайра тĕл пулаканнине

Республикăн Çутçанталăк министерствин ятарлă дирекцийĕ кăçалхи апрель-сентябрь уйăхĕсенче "Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекинчи ÿсен-тăран" ятпа фотоконкурс ирттерет. Унта кирек кам та хутшăнма пултарать. Республикăн Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ ÿсен-тăрана ытларах ÿкерсе /фотоаппаратпа е телефон çине/ çак электрон адреспа ярса пама ан ÿркенĕр: doopt@cbx.ru. Апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 1-мĕшĕччен республика территорийĕнче тунă фотоÿкерчĕксем пулмалла. Конкурс ĕçĕсене сентябрĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ, октябрĕн 1-мĕшĕнче пĕтĕмлетеççĕ.

29 Ака, 2015

Айванлăх çунтарать, кĕл тăвать

Техника аталанăвĕ малтан мала чупать. Тепĕр чухне тĕлĕнсе: "Кама çĕнтересшĕн-ши, кам умĕнче хуçа пуласшăн-ши вăл?" - тетĕн. Çĕр çинче темĕн пек ăслă япала шухăшласа кăларсан та çутçанталăкран вăйли, асли çук. Тулхăрнă самантра унăн вăйĕ çын хальччен тунине туххăмрах салатма, тĕп тума пултарать. Ахăртнех, çын çутçанталăкпа килĕшÿре пурăнма пĕлменни тарăхтарать ăна. Байкал тăрăхĕнчи пушар инкекĕ мĕнрен пуçланнă тетĕр? Тĕп сăлтавĕ - пушар хăрушсăрлăхне пăхăнмасăр типĕ курăка çунтарни. Малтанласа палăртнă тăрăх - пĕр эрнере 153 пурăнмалли тата 165 дача çурчĕ кĕл айне пулнă.

Pages