Океан урлă каçрăмăр, Кăнтăр Америкăна çитрĕмĕр

16 Çĕртме, 2017

— Владимир Васильевич, паян пĕр телекăларăм та, пĕр хаçат та санкци темине хускатмасăр, сÿтсе явмасăр ирттермест. Ытларах Мускаврисем ĕштеленеççĕ. Патриотсем — «хамăрăн производствăна аталантарма пулăшаççĕ», либералсем «Раççей экономикине япăхлатма, ĕçлĕхлĕ çыхăнусене хавшатма витĕм кÿрет» теççĕ. Санкцисем тавра пыракан çивĕч лару-тăруран эсир те айккинчен лăпкăн пăхса тăма пултараймастăр ĕнтĕ — хăвăрăн тавара тĕрлĕ çĕршыва ăсататăр. Кала-ха, пире хирĕç йĕркеленĕ кавар сире хăш енĕпе пырса тиврĕ?

— Нихăш енĕпе те. Эпир хатĕрлекен продукцине — ÿсен-тăрана тĕрлĕ чир-чĕртен хÿтĕлемелли препаратсене — сутма пĕр патшалăх та чарусем йĕркелемен. Çавна май тата та тухăçлăрах ĕçлеме пуçларăмăр, производствăна икĕ хут ÿстертĕмĕр.

— Чи малтан хăш çĕршывсен рынокĕнче çирĕп тымар ятăр?

— Совет Союзне кĕнĕ республикăсенче. Хими препарачĕсене пĕтĕмпе тенĕ пекех унта ăсатнă. Хăватсене вăйлатсан, пахалăха тĕнче рынокне тухмалли шая çĕклесен географине анлăлатрăмăр — Монголи, Тунис, Алжир, Марокко тăрăхне çитрĕмĕр. Çак çулсенче океан урлă каçса Кăнтăр Америка рынокне чăваш таварĕпе чăвашла калаçса кĕтĕмĕр. Колумбипе, Венесуэлăпа, Бразилипе, Аргентинăпа ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелерĕмĕр...

— «Чăваш таварĕпе чăвашла калаçса кĕтĕмĕр» терĕн те — чĕрем çине пĕр кашăк услам çу хунăнах туйăнса кайрĕ.

— Мĕн, ытарлăхшăн кăна çапла каларăм тесе шухăшларăн-и? Фирма специалисчĕсем ăçта пулаççĕ — çавăнта пирĕнпе хытă кăсăкланаççĕ: чăвашсем хăш тĕлте вырнаçнă, мĕнле тĕнпе пурăнатăр, тĕнче пĕлекен çынсем пур-и, авалхи халăх-и, чĕлхе еплерех?.. Парнелĕх буклетсем, кĕнекесем, карттăсем илсе кайнăран — ыйтнисене кала-кала кăтартнă. «Чĕлхе шыв шăнкăртатнă евĕр илтĕнет. Наци тумтирĕсем питĕ хитре» теççĕ. Чăваш çĕршывĕнчен виçĕ космонавт тĕнче уçлăхне тухнă тени вĕсене уйрăмах тĕлĕнтернĕ: «Çак пĕчĕк республикăран виçĕ çын космоса вĕçнĕ-и?.. Апла эсир хăватлă халăх!»

— Кăнтăр Америка хыççăн Çурçĕр енне, Трамп патне каймалли çеç юлать-тĕр? Шухăшсем, тĕллевсем пуç тавра кăшăлланмарĕç-и-ха?

— АПШ рынокне кĕме çăмăлах пулас çук. Унти саккунсем урăхларах. Вĕсем хăйсен интересĕсене мала хураççĕ. Европăра та çавнашкал хурăмах. Хальлĕхе Кăнтăр Америкăри, Африкăри çĕршывсемпе тачă ĕçленипе çырлахăпăр. Патшалăхĕсем пысăк. Аграри секторĕ сулмаклă аталанать. Пире çакă кирлĕ те.

— «Август» фирмăпа конкуренцире тупăшма пултаракан предприятисем Раççейре тата пур-и?

— Пур. Вуннăна яхăнах. Анчах препаратсем туса кăларса сутас калăпăшпа «Август» чи пысăкки. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.