Олег Николаев «чăхăмлакан системăна» тÿрлетме сĕнет

11 Пуш, 2020

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан сĕннипе Патшалăх Канашĕ тивĕçлĕ саккуна ырласа пурăнма кирлĕ виçе ыйтăвне тин çеç татса панăччĕ. Çĕнĕлĕх хăйĕн çимĕçне кÿме пуçларĕ те. Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвĕнче иртнĕ çулхи тăваттăмĕш кварталшăн палăртмалли минимума шăпах çĕнĕ саккунпа никĕслесе çирĕплетрĕç.

Ĕçлев министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алена Елизарова каланă тăрăх, статистика органĕсем потребитель карçинккине тĕпе хурса тăвакан пĕтĕмлетÿсем çинче никĕсленĕ пулсан пурăнма кирлĕ виçе умĕнхи кварталтинчен 3% ытларах пĕчĕкленмеллеччĕ. Хайхи çĕнĕ саккун вара çав минимум пĕчĕкленмелли тĕслĕхсенче ăна умĕнхи кварталти шайрах хăварма ирĕк парать. Çапла вара çав виçе унчченхи шайрах упранса юлчĕ — 9285 тенкĕ.

Çийĕнчен регион ертÿçи Олег Николаев потребитель карçинккине шутласа палăртмалли йĕрке тĕлĕшпе те шухăшласа пăхма сĕнчĕ. Паллах, ăна статистика органĕсем çирĕплетеççĕ. Анчах хăйсемех çуллен инфляци пулнине йышăнаççĕ, çав вăхăтрах хаксем чакнă пек пулса тухать. Çавăнпа Олег Алексеевич ку енĕпе тивĕçлĕ мониторинг йĕркелеме сĕнчĕ, мĕншĕн тесен, ун шучĕпе, «система таçта чăхăмлать». Минимума чакарманни вара республикăри çăмăллăхлă категорисен йышне кĕрекен 107 пин ытла çынна патшалăх енчен кÿрекен пулăшу калăпăшне чакармасăр унчченхи шайрах упраса хăварма май парать.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

Комментари хушас