Пĕрремĕш вулавпа йышăнчĕç

16 Чÿк, 2018

Чăваш Республикин 2019 çулхи, планпа пăхнă 2020 тата 2021 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне сÿтсе явасси — шăпах çак ыйту тĕп вырăнта пулчĕ ЧР Патшалăх Канашĕн паян иртнĕ черетлĕ 25-мĕш сессийĕнче.

Саккун проекчĕпе ЧР Министерсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарчĕ. Вăл асăннă проекта хатĕрленĕ чухне республика бюджечĕн шайлашулăхне тивĕçтерессипе çыхăннă тĕллеве тĕп вырăна хунине пĕлтерчĕ. Çитес çулхи бюджетăн тĕп параметрĕсем пирки калаçнă май унăн тупăш пайĕ 47,4 миллиард тенкĕпе танлашассине палăртрĕ. Çав хушăрах хамăрăн тупăшсем 28 миллиард тенке яхăнах пулмалла. Вĕсенчен пысăк пайĕ — налук тупăшĕсем.

Светлана Енилина каланă тăрăх — 2019 çулхи бюджетăн тăкакĕсем 46,3 миллиард тенкĕпе танлашĕç. Тăкаксене палăртнă чухне РФ Президенчĕн Владимир Путинăн кăçал çу уйăхĕнче кăларнă указне — стратеги аталанăвĕ пирки — пурнăçа кĕртмеллине шута илнĕ. «Çак тĕллевсем валли 7,2 миллиард тенкĕ уйăрма планланă», — терĕ докладçă. Вăл социаллă пулăшу мерисем пурте сыхланса юлассине палăртрĕ. Бюджетра вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ, культура сфери, çул-йĕр хуçалăхĕн аталанăвĕ тата ытти тытăм валли мĕн чухлĕ укçа пăхса хăварнипе паллаштарчĕ. Ку нухратпа медицина учрежденийĕсене юсĕç, больницăсемпе поликлиникăсем валли пысăк технологиллĕ оборудовани туянĕç, çĕнĕ клубсем, ФАПсем тăвĕç, шкул автобусĕсем туянĕç тата ытти те.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Альбина Егорова бюджет социаллă тĕллевлĕ пулнине пĕлтерчĕ. Ăна вăхăтра йышăнни республика аталанăвне тĕревлеме май панине палăртрĕ.

Депутатсем республикăн çитес 3 çулхи бюджечĕ пирки калакан саккун проектне пĕрремĕш вулавпа йышăнчĕç. Сессире ытти ыйтăва та пăхса тухрĕç.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Комментари хушас