«Пулă — шыв айĕнчи выльăх»

Вăрнар районĕнчи Андрей Николаевич Григорьев темиçе çул ĕнтĕ пулă ĕрчетет. «Ĕç маншăн — чун киленĕçĕ», — тет вăл. Пысăк пĕвепе юнашарти вăрманлăхра пĕчченех хуçаланать вăл. Будкăсем вырнаçтарнă, çутă илсе пынă, газ баллонĕ лартнă.
Ял çыннисем эсир самай пысăк пĕве хуçи пулса тăнине, пулă ĕрчетнине мĕнле йышăнаççĕ?
— Уйкас Кипек ял тăрăхĕн территорийĕнче 45 пĕве. Пулла кунта кăна ĕрчететпĕр. Ытти пĕвере те сахал мар вăл. Анчах вĕсенче карассем кăна. Çавăнпа пирĕн пата килекенсем те пур. Вĕтĕ пуллине, апатне укçалла туяннине шута илсе вăлтапа тÿлевлĕ тытма ирĕк паратпăр. Хаклă мар, 6 сехете 300 тенкĕ кăна. Виçине те палăртатпăр.
Янттине куç хывакан сахал мар-тăр?
Ун пеккисем те тупăнкалаççĕ. Ирĕк памасăр вăлтапа, тетелпе хуçаланма хăтланакансем тупăнаççĕ. Ирĕксĕрех хураллама тивет.
Эсир кунĕн-çĕрĕн кунта. Пĕччен кичем мар-и?
— Ĕçленĕ вăхăтра мĕн кичемĕ? Ялан пĕччен мар, çемье, юлташсем те килсех тăраççĕ. Пĕвене татса янă чухне, пысăкрах ĕçсем тăвас пулсан çывăхри ялсенчен çамрăксене чĕнетĕп.
Республикăра фермерсем выльăх-чĕрлĕх ытларах ĕрчетеççĕ. Пулăпа ĕçлекен сахалрах. Ку мĕнпе çыхăннă?
— Пулă ĕрчетнипе куллен тупăш илеймĕн. Ăна сĕт суса сутнипе танлаштараймăн. Шыва вĕтĕ пулă янă хыççăн вăл çитĕнессе виçĕ çул кĕтмелле. Унтан тин пĕвене татса яратпăр. Самай çитĕннĕ пулă ятарлă вырăнта пуçтарăнать. Тинех ăна сутса укçа тума пулать. Анчах ку каллех вăхăтлăх тупăш кăна. Тăкаксене саплаштарма вĕтĕ пулă ĕрчететĕп. Ун валли бассейн та пур.
Пулă «кил-çурчĕ» — пĕве. Ăна тытса тăрасси тăкаклă-и?
— Ферма тăкакĕпе танлаштараймăн, çапах унта та укçа хывмалла. Темиçе çул каялла Уйкас Кипек çывăхĕнчи 19 гектар çинчи пĕвене вăрах вăхăтлăх арендăна илтĕм. Юлашки çулсенче пăхса тăманнипе вăл палăрмаллах юхăннăччĕ. Чи малтан гидротехника сооруженийĕсене юсарăмăр. Тăпра турттарса çырансене йĕркене кĕртрĕмĕр. Техника çÿреме çул хыврăмăр. Халĕ вăл ял çыннисемшĕн хăтлă та илемлĕ вырăн. Çу кунĕсенче хаваспах çыран хĕррине канма пуçтарăнаççĕ.
Вăхăтра тасатмасан, асăрхаса тăмасан юшкăнпа, çÿп-çаппа тулать. Çур енне уйрăмах çивĕч пулмалла — пĕвене татса кайма пултарать. Кашни ĕçĕн хăйĕн йывăрлăхĕ. Шыва та асăрхасах тăмалла. Унта хими хутăшĕ е урăх сиенлĕ хатĕрсем çакланни пысăк сăтăр кÿме пултарать.
Пулă хăçан тытма пуçларăр?
— Пулă ĕрчетме тытăннăранпа ку пĕвере пĕлтĕр малтанхи хут тытрăмăр. Анчах вĕтĕреххине бассейна куçартăмăр. Унта пирĕн 3 тонна кĕрет. Кĕркунне янисем хĕл каçа çитĕнеççĕ. Çуркунне вара сутатпăр. Кунта карп, толстолобик, шурă амур ĕрчететпĕр.
Вĕтĕ пулла Чăваш Енри, Волгоград облаçĕнчи, Пушкăрт Республикинчи хуçалăхсенчен туянатăп. Вĕсене шыв тултарнă ятарлă михĕсемпе илсе килетĕп. Çур миххе 100 пин вĕтĕ пулă кĕрет. Ăна 24 сехетре илсе çитерсе бассейна ямалла, унсăрăн пĕтет. Унччен вĕтĕ пулăсене те вырăнтах хатĕрленĕ. Анчах вĕсемпе ĕçлеме йывăр, урăхларах пăхмалла. Çавăнпа туянса самăртатăп кăна.
Сирĕн пĕвери чи пысăк пулă миçе килограмм тайнă?
— Пысăк карп тытсан хамăр та тĕлĕнтĕмĕр. Виçсе пăхрăмăр та 15 килограмм таять. Ун пеккисем татах пулнă.
Хуçалăха аталантарма патшалăх пулăшăвĕпе усă курмарăр-и?
— Фермер хуçалăхне йĕркелеме грант илме тесе конкурса хутшăнса пăхрăм. Анчах пулăшу укçи выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлекенсене ытларах тиврĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Лариса НИКИТИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.