Кун хыççăн кун

5 Пуш, 2025

Мартăн 5-мĕшĕнче Шупашкарти МТВ-центрта «Çĕрулми» курав уçăлчĕ

Унта 17 регионтан килнĕ 70 ытла предприятин продукцине тăратнă.

Выставкăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Артамонов уçрĕ. Вăл çĕрулми пĕлтерĕшлĕ çимĕç пулнине, çĕрулми производствине аталантаракан хуçалăхсене патшалăх пулăшу кӳнине палăртрĕ.

4 Пуш, 2025

Йĕпреç тăрăхĕнчи Луконинсем çемье çавăрнăранпа – 50 çул

Евгений Васильевичпа Любовь Михайловна  1974 çулхи юпа уйăхĕнче тĕл пулнă. Шăпа пĕрле пулма пÿрнине туйса илсен 1975 çулхи нарăс уйăхĕнче çемьене чăмăртаннă.

Pages